АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхисене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхисене палăртрĕç

09 февраля 2011 г.

Пĕлтĕрхисене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхисене палăртрĕç

Шăмат кун район администрацийĕнче аслă пуху иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, республикăн конкурентлă политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А.Егорова, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн консультанчĕ В.Галкин, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, депутатсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, муниципаллă учрежденисен тата шкулсен представителĕсем хутшăнчĕç. Пухура районăн иртнĕ çулти социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç тата кăçалхи задачăсене палăртрĕç.

Пухăва район пуçлăхĕ И.Иванов уçрĕ, пуху ĕçне хутшăнакан хăнасемпе паллаштарчĕ. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе Иван Тимофеевич сăмах илчĕ. Вăл район депутачĕсен Пухăвĕн 2010 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Депутатсен корпусĕ хăйĕн ĕçне районти халăхăн ыйтăвĕсене туллин тата пахалăхпа тивĕçтерес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăхăн право, социаллă пурнăç тата экономика базине çирĕплетес тата çĕнетес енĕпе йĕркелесе пынă. Йышăнусене мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине куçран вĕçертмен.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов район 2010 çулта мĕнле ĕçлени çинчен доклад туса пачĕ. Пирĕн район – ял хуçалăх районĕ, çавăнпа та вăл экономика енчен епле аталанса пыни çанталăк условийĕсенчен те нумай килет. Иртнĕ çул ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсемшĕн çăмăлах пулмарĕ: сивĕ те сахал юрлă хĕл, шăрăх та типĕ çу палăртнă плансене пурнăçлассинче пысăк чăрмавсем кăларса тăратрĕç. Хуçалăхсенче тĕрлĕ продукци 925 миллион та 805 пин тенкĕлĕх туса кăларнă. Çакă – 2009 çулхи шайăн 74,2 проценчĕ. Юлашки пилĕк çулта пуçласа продукци туса илесси самаях пĕчĕкленнĕ.

2008-2010 çулсенче пушă выртакан 9370 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, пĕлтĕр – 1431 гектар (планăн 40 проценчĕ). Сăлтавĕ пуриншĕн те паллă, вăл шăрăх çанталăк шар кăтартнипе çыхăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн М. Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕпе килĕшÿллĕн район умне пушă выртакан пĕтĕм çĕрпе усă курмашкăн тытăнма задача кăларса тăратнă. Кăçал районта пусă çаврăнăшне 5091 гектар кĕртмелле. Çак тĕллевпе вырăнти бюджетра 2,5 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Чакаç, Пайкилт, Вăрăмпуç, Хучел, Шăхасан, Уçырма, Карăклă, Сиккасси ял тăрăхĕсенче хыт-хурапа витĕннĕ çĕрсем çук.

Иртнĕ çулта выльăхсен йышне сыхласа хăварма май килнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 14110 пуç, çак цифра пĕлтĕрхи шайпа 100,1 процент шутланать. "Канаш" тата "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ кĕтĕве пысăклатас шутпа 244 пуç ăратлă выльăх 14,3 миллион тенкĕлĕх туяннă.

Пĕлтĕр района ял хуçалăхне аталантарма федераци бюджетĕнчен 40 миллион та 946 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 38 миллион та 718 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çак укçа-тенке тăпра пулăхне пуянлатма, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, элитлă вăрлăх хатĕрлеме, çут çанталăк синкерĕсене пула тÿснĕ тăкаксене саплаштарма, выльăхсен йышне сыхласа хăварас тĕллевпе выльăх апачĕ туянма тата ытти çĕре янă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарма 3266 çынна пĕтĕмпе 487,2 миллион тенкĕ панă. Ку енĕпе Хучел, Сухайкасси, Ухман, Карăклă ял тăрăхĕсенче аван ĕçленине палăртмалла. Çав хушăрах Çеçпĕл, Кăшнаруй, Шаккăл, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче савăнмалли çукрах.

Паха вăрлăх – тухăç никĕсĕ тенине "Канаш", "Цивиль", "Нектар", "Мария", "Весна", "Сормовское", "Агрофирма "Мотор" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче лайăх ăнланаççĕ, вĕсенчи вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ. "Восход", "Пинер", "Вперед" пĕрлĕхсем тата "Родина" кооператив пирки лайăххине каламалли çукрах. Çак хуçалăхсенче пахалăхĕ енчен япăх вăрлăхран начар тухăç илес хăрушлăх пур.

Иртнĕ çулхи ултă уйăхра шкул çулне çитменнисен вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем хăш-пĕр продуктсене республикăн вăтам хакĕнчен пысăкрах хакпа туяннă. Çакăн çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче хытарсах асăрхаттарса хăварнăччĕ. Тĕрĕслев район бюджетне 81,6 пин тенкĕ тăкак кÿнине кăтартса панă. Сывлăх сыхлавĕнче сиен 2,2 пин тенкĕ пулнине шыраса тупнă. Бюджетăн тата обязательнăй медицина страховани фончĕн укçи-тенкипе эффективлă мар тата рационаллă мар усă курнипе кÿнĕ тăкакăн суммине саплаштарнă.

Паянхи кун тĕлне районта пурăнакансенчен 25,6 проценчĕ – 14-30 çултисем. Çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма тата патриотла, ăс-хакăл енчен воспитани пама тивĕçлĕ условисем туса парасси тĕп вырăнта тăрать. Ачасен тата çамрăксен обществăлла пĕрлĕхĕсен ĕçĕсене аталантарас енĕпе активлăх ÿссех пырать. Ĕçсĕрлĕх чакнă. 2010 çулта районти 1595 çынна ĕç тупса панă. Çакă вăл – ĕç тупма пулăшу ыйтнисен 75 проценчĕ, виçĕм çул 64,6 процент пулнă. Пĕчĕк предпринимательство сферинче ĕçлекенсен хисепĕ – 2166, ку цифра пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнчен 2,8 процент пысăкрах.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи задачăсене те палăртса хăварчĕ. Чи пысăккисенчен пĕри вăл – ял хуçалăх производствине ÿстерсе пырасси. Кăçал 30 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 50 пин тонна çĕр улми, 4950 тонна аш-какай, 31260 тонна сĕт хатĕрлемелле. Кашни ĕнерен сĕт суса илессине 3800 килограма çитермелле. Ăратлă выльăхсен танлаштаруллă йывăрăшне 14 процент таран ÿстермелле. Вăрлăх пахалăхне лайăхлатасси, пысăк тухăç паракан сортсем акса çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Районти çĕр лаптăкĕсен 14 процентне элитлă вăрлăх акса хăвармалла.

Бюджет укçи-тенкипе усă курассине лайăхлатмалла, бюджет процедурисене, муниципалитет нушисем валли туянмалли таварсен конкурентлă режимне уçăмлăн туса пымалла. Налук енĕпе парăмсене сахаллатас енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле. Бюджета пĕчĕк-летнĕ пулин те, социаллă пурнăçпа культура сферин учрежденийĕсене тытса тăрассине, коммуналлă пулăшу парассине, апат-çимĕç, эмелсем туянассине, ĕç укçи парса тăрассине унчченхи пекех йĕркелесе тăрĕç. Бюджета пĕчĕклетни, тĕпрен илсен, вĕрентÿ, строительство отраслĕсене пырса тивнĕ.

2010-2012 çулсенче Уçырма тата Чакаç ялĕсенче пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсене уçма палăртнă. Районта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ, çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парассине лайăхлатмалла.

Владислав Васильевич район умĕнче тăракан задачăсене пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртессине шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Районта халăх сывлăхне сыхлас енĕпе мĕнле лару-тăру пулни çинчен район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова каласа пачĕ, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçин çумĕ Ю.Александров хăйĕн сăмахне кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăка пула тÿснĕ тăкаксенчен пуçларĕ. Хуçалăхăн 620 гектарĕ пĕтнĕ. Сиенĕ 13 миллион тенкĕлĕх. Выльăхсен шутне чакарас мар тесе утă-улăм, комбикорм, фураж Мускав, Рязань, Киров, Чулхула тата ытти облаçсенчен кÿрсе килеççĕ. Районти "Родина", "Победит", "Хучел" тата ытти пĕрлĕхсем сисĕмлĕ пулăшу кÿнĕ. Юрий Иванович Шупашкартан килнисем тата залра ларакансем патне кăмăла пăсакан хыпар çитерчĕ. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен выльăх апачĕ кÿрсе килнĕ чухне ГИБДД инспекторĕсем водительсене тĕрлĕ сăлтав тупса 500 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран штраф пани çинчен пĕлтерчĕ. Çитменнине çав укçа пакунлисен кĕсйине кĕрсе ÿкет иккен. Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев çакăн çинчен тивĕçлĕ органсене пĕлтерсе мерăсем йышăнассине шантарчĕ.

Лару-тăру йывăрлансах пырать. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсем, комбикорм, фураж, электроэнерги хакĕсем çÿлелле кармашаççĕ. Выльăх апачĕ, иртнĕ çулхи юпа-раштав уйăхĕсенчипе танлаштарсан, самаях хакланнă. Сĕт-çу предприятийĕсем сĕтĕн пĕр килограмм хакне тенкĕ çурра яхăн йÿнетес шухăшлă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Ку енĕпе кăçалхи кăрлач уйăхĕнче курăмлă çитĕнÿсем пур. Генрих Геннадьевич Сиккасси вăтам шкулĕн пуçламăш класĕсене вĕрентекен Л.Антоновăна çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри лайăх кăтартусемшĕн Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Республикăн конкурентлă политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А.Егорова пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче тарифсене йĕркелесе тăрассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Районти ялсенчи лавкка тытакансенчен хăшĕ-пĕрисем куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене пуяс шутпа тăруках хăпартса яракансене явап тыттарас енĕпе çирĕп мерăсем йышăнмаллине аса илтерчĕ. Харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарас енĕпе, кредит парас енĕпе начар ĕçлекен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те сăмах тиврĕ. Уйрăмах Альбина Егоровнăн кăмăлне районти шкулсенчен пĕринче ĕçлекен педагог районти предмет олимпиадинче çĕнтернĕ ачана республика олимпиадине илсе кайманни çинчен пĕлтерни хуçрĕ. Вĕрентÿ управленийĕнче ĕçлекенсене çак ĕçе тĕпчесе мера йышăнма хушрĕ. "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхе ертсе пыракансене ĕне выльăхсен йышне пĕчĕклетнĕшĕн самаях лекрĕ.

– Залра ларакансем хушшинче çамрăксем пурри кăмăла çĕклет. Вĕсем района аталантарас ĕç мĕнле йывăррине тухса калаçакансен сăмахĕсенчен пĕлчĕç. Çамрăксене шанмалла, вĕсем – пирĕн ĕçе малалла тăсакансем, чылайăшĕ лайăх пĕлÿ, специальность илсе районта пурăнакансен пурнăçĕ аванлансах пытăр тесе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлессе чĕререн шанатăп, – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне А.Егорова.

Вĕренÿри, производство, пултарулăх, спорт ĕçĕ-хĕлĕнчи курăмлă çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине çĕнсе илнĕ 19 çамрăка çак стипендие тивĕç пулнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕ пачĕç. Президент стипендиачĕсен ячĕпе Раççей Геройĕ Н.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вĕренекенĕ В.Васильев тав турĕ.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика