АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курсант милиционера хĕненĕ

09 февраля 2011 г.

Çурçĕр иртни 3 сехетре хулан шалти ĕçсен пайĕн дежурнăйне Ленин проспектĕнчи кафе çывăхĕнче тÿпелешÿ пыни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Часах чĕннĕ çĕре милици нарячĕ тухса кайнă. Вăл çитнĕ çĕре 10-15 çамрăк пĕр-пĕринпе хирĕçнĕ. Хирĕлÿ тытăçăва куçнă. Милиционерсем чарăнма ыйтнине чăркăшса йышăннă, вĕсене раципе пулăшу ыйтма кансĕрлес тесе тумтирĕнчен турткалама тытăннă. 22 çулти каччă милици сержантне ураран ÿкернĕ те алли-урине хута янă. Вăл районтан, Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче юлашки курсра вĕренет теççĕ. Тепĕр милиционерĕ табель пăшалĕнчен асăрхаттарса çÿлелле пенĕ.

Пилĕк çамрăка милицие илсе пынă. Халĕ пулни-иртнине тĕпчеççĕ. Тĕрĕслев хыççăн тивĕçлĕ йышăну тăвĕç.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика