09 февраля 2011 г.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнчен кăçал вĕренсе тухакансем Шупашкартан килнĕ пысăк хăнасемпе тĕл пулнă. Анатолий Кипеч çыравçă, публицист пурнăç çинчен каласа пани ачасене çав тери кăмăла кайнă. Вăл çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пăрăнса иртме, ырă та çутă енсене чун хушнă пек йышăнма сĕннĕ, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене "Кăшарни сиввисем" кĕнекине парнеленĕ.
Юрий Тарасов бизнесмен çак шкулта ăс пухнă. Вăл яшсемпе хĕрсене пурнăçра хăйсен вырăнне халех шырама тытăнмаллине аса илтернĕ, ăнăçу та телей суннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Ульяновец" хаçачĕн тĕп редакторĕ Л.Филиппова доцент та çамрăксем валли ăшă сăмахсем тупнă, ырă канашсемпе сĕнÿсем панă, вĕсене интереслентерекен ыйтусене хуравланă.