09 февраля 2011 г.
А.Александрова Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче 11-мĕш "б" класра вĕренет. Пĕрремĕш класранпах – вĕренÿ отличникĕ. Районта çулсерен иртекен предметсен олимпиадисене хастар хутшăнать. Иртнĕ çул математикăпа тата вырăс чĕлхипе пĕрремĕш, экономикăпа тата астрономипе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Обществăлла ĕçре те активлă. Шкулти чылай мероприятие вăл ертсе пырать. Ташлама, аккордеон калама, ÿкерчĕксем тума ăста. Спортпа та туслă Настя. Уйрăмах баскетболла выляма кăмăллать.
Вĕренÿри, пултарулăх ĕçĕнчи курăмлă çитĕнÿсемшĕн Настьăна Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тăратнă. Унăн ячĕ халĕ Чăваш Енти маттур çамрăксен йышĕнче.
В.АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ.