АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя укçапа ан улталанăр

09 февраля 2011 г.

Канаш хулинче çынсем 1997 çулта çапса кăларнă 1000 тенкĕлĕх суя укçапа улталаннă тĕслĕх темиçе те пулнă. Иртнĕ çулта кăна-ха хулара укçа çаврăнăшĕнче 40 суя купюра тупса палăртнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче кăна пĕр пин тенкĕлĕх суя 5 купюра тупнă.

Тĕпрен илсен, укçа суя пулнине Раççей Перекет банкĕнче укçа шутланă чухне палăртаççĕ. Акă, сăмахран, 2011 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Канаш хулинче пурăнакан хĕрарăм Перекет банкне 30 пин тенкĕ укçа хывма пынă пулнă. Банк сотрудникĕ укçасене шутланă чухне Тл 5793268 сериллĕ 1 пин тенкĕлĕх суя купюра çакланнă. Январĕн 4-мĕшĕнче коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чухне Тп 7212547 сериллĕ суя укçана палăртнă, январĕн 22-мĕшĕнче ссуда тÿленĕ чухне Ал 9737224 сериллĕ купюра укçа шутламалли аппарат витĕр тухайман. Суя укçасем пурте 1 пин тенкĕлĕххисем, вĕсем çине 1997 çулта кăларнă тесе палăртнă. Кун пек пăтăрмах хулара пурăнакансемпе кăна мар, ял çыннисемпе те пулма пултарать.

Пĕр пин тенкĕ пĕчĕк укçах мар. Çавăнпа та алла кĕнĕ укçана пуçтарса хуриччен тимлĕ сăнаса пăхмалла. Укçана çутă çине тытса пăхсан суя тата чăн-чăн купюрăсене уйăрса илме пулать. Уйрăмах мĕн çине тимлĕх уйăрмалла-ха; Банкнота пăхнă чухне орнамент рамки вырнаçнă тĕлте тĕрлĕ тĕслĕ йĕрсем палăраççĕ, суя укçасем çинче çав йĕрсем е уçăмлах мар, е вĕсем пачах та çук; микроперфораци – укçана çутта хирĕç тытса пăхсан ун çинче укçа суммине вĕтĕ-вĕтĕ шăтăксемпе палăртнă, вĕсем алла лекмеççĕ. Суя укçасем çинче çав шăтăксем тĕрлĕ диаметрлă, алла лекеççĕ; суя укçасем çинче сери номерне тĕслĕ электрофотографипе усă курса çаптарнă, çавăнпа та йĕппе лектерсен сăрă хăйпăнса ÿкет, тĕссĕрленет.

Суя укçасене, тĕпрен илсен, укçана тĕрĕслемелли ятарлă приборсем çук вырăнсенче - пасарсенче, лавккасенче, киосксенче сараççĕ. Çавăнпа та суту-илÿ учрежденийĕсен ертÿçисен, уйрăм предпринимательсен, укçа-тенкĕпе тÿрремĕн ĕçлекенсен банкнотсене тĕрĕслекен ятарлă прибор туянмалла.

Астăвăр, суя укçа хатĕрленĕшĕн 15 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Сирĕн аллăра суя укçа лекрĕ тĕк ăна тепĕр çынна пама ан тăрăшăр.

Г.МОСКВИНА, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, штаб пуçлăхĕ, милици подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика