АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршине укçасăр хăварнă

04 февраля 2011 г.

Юпа уйăхĕн пĕр кунĕнче кăнтăрла çитеспе Васильев (хушаматне улăштарнă) кÿрше каçнă. Хуçи, Николаев (хушамачĕ хăйĕн мар), малти пÿртре ĕçлекенскер ăна асăрхаман та. Васильева çакă çеç кирлĕ пулнă. Хайхискер алăк умĕнче çакăнса тăракан пиншак кĕсйисене ухтарма тытăннă. Енчĕкре выртакан 1950 тенке йăпăр-япăр шалти кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ.

Вăлах, хальхинче те пуçне хаяр шĕвек ĕçсе минретнĕ, кÿрши килте çуккипе усă курса шала лекме шутланă. Хÿме урлă каçса картишне кĕнĕ, веранда чÿречин пысăк куçне çапса ватнă. Тем самантран пÿрте кĕрсе тăнă. Стена çумĕнчи йăрхах çинчи пиншак кĕсйинче 1730 тенкĕ тупнă. Савăннипе ташша яманни кăна. Кантăк ватнине шута илсе Николаева вăл 1780 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Васильева икĕ çула условно ирĕк прависĕр хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика