04 февраля 2011 г.
Алеев (хушаматне улăштарнă) магазинтан сумка вăрласа тухнă. Унта документсемпе пĕрле укçа, ылтăн япаласем тата ытти хатĕр-хĕтĕр, пĕтĕмпе 363980 тенкĕлĕх, пулнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1100 тенкĕ тăракан сумкине, çыхмалли çекĕлсене (400 тенкĕ) тавăрса панă. Пурлăх хуçисем А.Масловпа И.Маслова (хушаматсене улăштарнă) хăйсене инкек кăтартаканран 362480 тенкĕ шыраса илме тавăç тăратнă.
Алеев Масловсен тавăçĕпе килĕшменнине пĕлтернĕ. Ун шучĕпе вĕсене 362480 тенкĕлĕх сиен кÿнине нимĕнпе те ĕнентермен. Вăл шутласа кăларнă япала çеç, пуш сăмахсем. Приговор йышăннă чухне хăй ĕçлеме пултарайманнине, иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине, унччен маларах ирĕкрен хăтарса срок панине шута илме ыйтнă.
Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Масловсен тавăçне тивĕçтернĕ. Алеевран 362480 тенкĕ шыраса илмелле тунă.