04 февраля 2011 г.
Ырă ĕç тума шантарнă вĕри те хаклă сăмахсем час-часах хăвăрт сивĕнеççĕ, йÿнелсе каяççĕ.
Пысăк укçашăн хапсăнакан ыйхă килменнипе аптăрать, çакă вара унăн ĕмĕрне кĕскетет.
Пулăшма алă тăсса паракан хăй кам пулнине каламасть.
Чи çывăх тус – аякри тус. Çывăхрисем нумай чухне укçу пĕтсен санран пăрăнма пăхаççĕ.
Юрату туйăмĕ кашнин хăйне уйрăм пулать иккен: пĕрисен пурлăх (укçа) мĕн чухлĕ пулнине кура аталанать, теприсен – сăпайлăха, ырă кăмăллăха, ĕçченлĕхе, чун тасалăхне кура.
Çын çеç мар, укçа та ирĕке юратать: çирĕп хупса хурсан та ирĕке тухмалли шăтăк-çурăк шыраса тупатех.
Мул пухни аван пулĕ те, тепĕр чух вăл чуна чул пек пусса лартать.