АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушша-хуппа кĕресшĕн-и? Ан кĕртĕр!

04 февраля 2011 г.

Эпир упăшкапа хунямапа хуняçаран уйрăм пурăнатпăр. Çавăнпах-тăр хунямапа хутшăнусем лайăх. Мăшăрăн качча кайман аппăшĕ вара мана кураймасть пек туйăнать. Яланах упăшка патне шăнкăравлать: ман пирки тем те пĕр калать пулĕ. Мана темшĕн вăл пирĕн хушша-хуппа кĕресшĕн пулнăн туйăнать...

Вера К.

Вăл, ахăртнех, сире кĕвĕçет. Унăн ачаранпа пĕрле выляса ÿснĕ çывăх çыннине сирĕнпе пайлас килмест-тĕр...

Вăл сире мĕншĕн çавăн пекех курайманни пирки тĕплĕн шухăшласа пăхăр. Тен, сирĕн юратăвăра ĕненмест; Çавăнпа ăслăрах пулăр: упăшкăра юратнине ытларах кăтартма тăрăшăр. Ăна аппăшĕ умĕнче мухтăр. Ан манăр, тăванĕсемшĕн вăл çĕр çинчи чи ырă, чи лайăх çын, эсир вара хальлĕхе ют...

Мăшăрăн аппăшĕпе туслашма хăтланса пăхăр. Тен, ăна юлташсем тупса пама май тупатăр; Вара унăн шăллĕ валли вăхăт юлмасть. Упăшкăра аппăшĕ пирки евитлесе нимĕн те ан калăр. Пĕлетĕр вĕт, арăма улăштарма пулать, аппана (аннене) – çук.

Н.КИРГИЗОВА, психолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика