АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачапа тĕрĕс калаçмалла

04 февраля 2011 г.

Пĕчĕккисем çинчен калаçар-ха. Вĕсем пире хăйсен чĕвĕлти чĕлхипе, ытарайми сăн-пичĕпе тыткăнлаççĕ. Анчах...

Чылай ачан пĕчĕклех калаçу йăнăшĕсем палăраççĕ. Вĕсенчен чи анлă сарăлнă йăнăш – сасăсене тĕрĕс мар калани. Çакна вăхăт иртнĕçемĕн пĕтекен çитменлĕх вырăнне хумалла мар, мĕншĕн тесен тĕрĕс мар калаçу ача аталанăвне пысăк витĕм кÿме пултарать.

Сасăсене пăсса калани шкул ачисене тĕрĕс вулама тата çырма чăрмантарать. Пĕрремĕш класрах çак сăлтава пула ачан шкула çÿрес туртăмĕ чакать, вăл учительтен хăрама пуçлать, унăн вĕренес килмест, ку вара ытти предметпа ĕлкĕрсе пыма та кансĕрлет.

Чĕлхе йĕркеллĕ аталанса пынă чухне ача пирвайхи сăмахсене çулталăка çитичченех калать, иккĕ тултарнă тĕле вара унăн калаçăва ăнланма, кĕске предложенисемпе калаçма пултармалла. Ача 3-5 çулта чухне ăна логопеда кăтартмалла. Çак ÿсĕмре ачасенчен чылайăшĕ сасăсене тĕрĕс мар калать. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пиллĕк тултарнă çĕре ачан сăмах çаврăнăшĕсене тĕрĕс йĕркелеме, калаçури пур сасса та калама пултармалла. Пилĕк çултан вăл хăй тĕллĕн, логопед пулăшăвĕсĕр çаксене тăваймасть. Чĕлхе кăлтăкĕсене çийĕнчех асăрхаса специалистран пулăшу ыйтнин пĕлтерĕшĕ питех те пысăк.

Тĕрĕс мар калаçу çитĕннисем, аслăрах ачасем пĕчĕккисен умĕнче сăмахсене пăсса каланипе те çыхăннă. Çавăнпа та сирĕн пепкĕр тĕрĕс, илемлĕ калаçăва ытларах илттĕр: ăна ача-пăча кĕнекисене сасăпа вуласа парăр; профессиллĕ артистсем вуланине итлеттерĕр. Ачапа хутшăннă чухне ачашласа, "ача-пăча чĕлхипе" калаçни вырăнсăр. Пĕчĕкскершĕн хăйĕнпе пысăк çынпа калаçнă пек калаçни чылай кăмăллăрах, унсăр пуçне йăнăш тăвассинчен пăрăнма та пулать.

Çемьере икĕ чĕлхепе калаçни те ачан калаçу чĕлхине тĕрĕс аталанма чăрмантарать. Çавăнпа та ачана малтан пĕр чĕлхепе калаçма хăнăхтармалла, ыттисен те унпа çав чĕлхепе хутшăнмалла. Лайăх калаçма вĕренсе çитсен ачана тепĕр чĕлхене вĕрентме юрать. Сасăсене йăнăш каласси чĕлхе тата тута мышцисем вăйсăр пулнипе, тутапа тата чĕлхепе тĕрĕс хусканусем тума пĕлменнипе çыхăннă. Кун пек чухне артикуляци аппарачĕн органĕсене ятарлă упражненисемпе аталантармалла.

Логопед консультацийĕпе усă курас текенсем районти вĕрентÿ управленийĕн психологипе медицина тата социаллă пулăшу центрне (Канаш хули, Пушкин урамĕ, 15-мĕш çурт. "Сквер афганцев" чарăну) килме е 2-24-42 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

С.АЛЕКСЕЕВА, логопед.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика