04 февраля 2011 г.
Шăхасан ялĕн тата районăн хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алексей Егорович Смирнов 90 çул тултарчĕ. Юбилее Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн актовăй залĕнче савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.
Уява 10-мĕш класра вĕренекен Дима Смолинпа Ксения Егорова ертсе пычĕç. Вĕсем Алексей Егоровичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ветеран 1921 çулхи нарăсăн пĕрремĕш кунĕнче Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçченĕсем пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ, çуллахи каникул кунĕсене утçире, вырмара ирттернĕ. Елчĕкре вăтам пĕлÿ илсен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн алăкне уçса кĕнĕ. Паллах, экзаменсене питĕ ăнăçлă тытнă. Пултаруллă, пуçаруллă качча группа комсоргне суйланă. Çу кунĕсенче Шупашкарта çар завочĕ тунă çĕрте ĕçленĕ.
1941 çулта учитель дипломĕпе пĕрле çар комиссариачĕн чĕнÿ хутне илнĕ. Часах Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Вăрçăра вăл наводчик, тупă командирĕ, дивизион, артиллери полкĕн комсоргĕ, батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Воронеж, Курск, Львов, Белгород хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Украинăри, Белоруссири, Польшăри, Германири çапăçусене хутшăннă.
Тăван тăрăха 1946 çулта аслă лейтенант пакунĕсемпе таврăннă. Унăн кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр оденĕсем, медальсем илем кÿнĕ. Елчĕк, Çĕнĕ Мами, Шăхасан шкулĕсенче вĕрентнĕ, куçăмсăр майпа пединститутăн истори факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле стажĕ 54 çул шутланать. Ватти-вĕтти хисеплет ăна. Час-часах шкулта пулса ачасене вăрçăн хаяр кунĕсем, фашистсем халăха нуша кăтартни, арканнă, кĕлленнĕ ялсем, хуласем, çарти тусĕсем çинчен каласа парать. Ветеранăн калавĕсем кăмăла илĕртеççĕ, хăпартлантараççĕ, сăмахĕсем чĕрĕ шухăшпа, вĕри туйăмпа тулли, чунĕнче çынна ырă тăвасси, юратасси хĕмленет, ăна итленĕçемĕн итлес килет. Хăй каланă тăрăх, унăн пурнăç тĕшши ырми-канми ĕç, ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çамрăк ăрупа интересленни пулса тăрать. Çавăнпа та ăна халăх юратать, хисеплет. Çакă уйрăмах юбилей каçĕнче питĕ лайăх палăрчĕ.
Алексей Егоровича 90 çул тултарнă ятпа Раççей Федерацийĕн депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Валентин Шурчанов саламлă телеграммăсем янă. Юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Александров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, Пенси фончĕн районпа хулари управленийĕн ертÿçи Ольга Петрова, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн представителĕ Любовь Филиппова, районăн хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕ Егор Роштов, районти тата Шăхасан ял тăрăхĕнчи вăрçă тата ĕç ветеранĕсен председателĕсем Мария Даниловăпа Альбина Сергеева, Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕ Владимир Федоров, Мускаври чăваш офицерĕсен юлташлăхĕн членĕ Вячеслав Ильин полковник, юбилярăн ывăлĕ Анатолий Смирнов подполковник, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Бабанов, музыка шкулĕн илемлĕх ертÿçи Валентин Кузнецов, "Шуçăм" фольклор ушкăнĕн ертÿçи Виталий Димитриев, район больницин терапевчĕ Тамара Осипова, ĕçтешĕсем, çывăх тăванĕсем, вĕренекенĕ пулнисем, шкул ачисем, библиотекăра, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем саламларĕç. Хисеп хучĕ, парне нумай пулчĕ.
Вăтам шкулăн музыка учителĕ Любовь Чернова хĕрачасен ушкăнĕпе, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕ Анна Партем Алексей Егорович юратакан юрăсене шăрантарчĕç. Музыка шкулĕн илемлĕх ертÿçи Валентин Кузнецов хăй кĕвĕленĕ "Атте-анне тивлечĕпе" юрра юрласа итлесе ларакансен чунĕсене хускатрĕ. "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Валентина Андреева Мускаври чăваш офицерĕсен ушкăнĕ Алексей Смирнова халалласа çырнă сăвва вуласа пачĕ.
Алексей Егорович çак уява хатĕрлекенсене, хăйне хисеплесе килнĕ çынсене чун-чĕререн тав турĕ, вăрçă çулăмĕнчи çамрăклăхне аса илсе "Краснофлотцы" юрра юрларĕ.
В.АЧЧА.