АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – электрон пулăшăвĕ парассин ыйтăвĕсем

04 февраля 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ – Раççей Федерацийĕн Правительствин Аппарачĕн ертÿçи Вячеслав Володин ертсе пынă патшалăх органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне информаци технологийĕсем кĕртес ыйтупа йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă.

Михаил Васильевич республика территорийĕнче электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕсене мĕнле кÿнипе тата календарь планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен (функцийĕсен) официаллă Порталĕ тата Чăваш Республикин патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен (функцийĕсен) Реестрĕ (унта – 6 пин тĕрлĕ пулăшу) пуррине çирĕплетнĕ. Шупашкар хулинчи нумай функциллĕ центр (МФЦ) операторĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă чухне чăваш порталĕнчи кăтартусемпе усă кураççĕ. Кăçал çакăн евĕрлĕ центр Çĕнĕ Шупашкарта хута кайĕ.

Раççей Правительствин вице-премьерĕ Чăваш Ен ку енĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнине çирĕплетнĕ. Çапах та республикăри электрон тытăмĕн тухăçлăхĕ федераци переченьне кĕрсен пысăкрах пулĕ. Республика ертÿçи ку чăнлăха йышăннă.

Президент видеоконференци ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Енĕн патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕ республикăри патшалăх пулăшăвĕсем парасси çинчен калакан информацисене патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне Ÿhttp,ŸŸwwwĕgosuslugiĕruŸruŸ вырнаçтарманнипе кăмăлсăрланнă. Михаил Игнатьев патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕн патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне информаци технологийĕсене кĕртес ыйтупа Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме кирлине çирĕп асăрхаттарнă. Çавна май Президент видеоконференцие хутшăннă хăш-пĕр министра хушусем панă.

Патшалăх органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене информаци технологийĕсем кĕртес ыйтупа ирттернĕ видеоконференцие Чăваш Енсĕр пуçне Свердловск облаçĕпе Карел Республики хутшăннă. Вĕсем хăйсен патшалăх электрон пулăшăвĕсен опычĕпе паллаштарнă.

Ю.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика