АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех сиенĕ

02 февраля 2011 г.

Эрех-сăра сиенĕ çинчен авалах пĕлнĕ. Авалхи Грецире туй вăхăтĕнче çамрăк мăшăрăн эрех ĕçме юраман. Авалхи Римра вара 30 çула çитмесĕр те ăна çăвара яма хушман. Эрех чи малтан тин тĕвĕленнĕ клеткăна пырса тивет. Çавăнпа та эрех ĕçекен амăшĕсен ачисем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăкрах çуралма пултараççĕ. Алкоголь хырăмлăхпа пыршăлăх трактĕнчен юна хăвăрт сăрхăнать. Амăшĕн юнĕнчен вара – варти ачана. Эрех организмра ытларах шĕвек пухăнакан вырăна юратать. Этемĕн пуç миминче шыв нумай, çавăнпа эрех чи малтан пуçа пырса парать.

Кăкăр ĕмĕртнĕ чух та эрех ĕçме юрамасть. Амăшĕн сĕчĕ урлă ачана лексе вăл ĕмĕрлĕхех сиен кÿме пултарать.

Эрех ĕçес туртăм йăхран йăха куçать. Ачаранах ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса çитĕнекен каярах хăй те çапла пулма пултарать.

Эрех ĕçекен çамрăк ачан чи малтан тăванлăх туйăмĕ йăшать: никама та юратмасть, чунсăрланать, час-часах харкашăва кĕрет, çапăçать, усал çул çине тăрать. Эрех çитĕнекен ăрăва усал витĕм кÿнине нихăçан та манмалла мар. Ачасем – пирĕн пуласлăх, çавăнпа та вĕсен сывлăхĕпе телейне туртса илме пирĕн нимĕнле ирĕк те çук.

З.ПЕТРОВА, психиатр-нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика