02 февраля 2011 г.
Пĕлÿ çурчĕ ачасене çулсерен ăш пиллĕн кĕтсе илет. Анчах та хамăр шкул историне пĕлетпĕр-и-ха эпир; Мĕнле паллă çынсем вĕренсе тухнă унтан, камсем вĕсене ăса вĕрентнĕ;..
Эпĕ Вăтакас Кипечри вăтам шкулта вĕренетĕп. Кăçал пирĕн юратнă шкул 150 çул тултарать. Çак паллă пулăм мана хамăр шкул çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма хистерĕ.
1895 çулта Чулкăмакара тăватă класс вĕренмелли шкул уçăлнă. 1937 çулта çичĕ класс таран вĕрентме тытăннă. Пĕлÿ çуртне Яков Ефимович Ефимов ертсе пынă, вăл пĕрремĕш шкул директорĕ шутланать. Хăй вăл Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулти пĕрремĕш вĕрентекенсем Çĕньял тата Вăтакас Кипеч ялĕсенчен пулнă.
1941 çулта пĕлÿ çуртĕнче салтаксене фронта кайма вĕрентсе хатĕрленĕ. Вăрçă çулĕсенче колхозра ĕç вăйĕ çитсе пыманнипе ачасем шкула юпа уйăхĕнче кăна çÿреме пуçланнă. Уроксем хыççăн вĕсем фермăра тата ытти ĕçсенче тăрăшнă.
1971 çулта шкул коллективне математика учителĕ Антонина Ивановна Фомина ертсе пыма пуçланă. Çав çулсенче шкул çумне хушма çурт хăпартса лартнă.
1987 çултанпа шкул директорĕ пулса Михаил Яковлевич Федоров ĕçлет. Пуçаруллă ертÿçĕ тăрăшнипе шкул тăррине çĕнетнĕ, "сенкер çулăм" кĕртнĕ, классене юсанă, шкул автобусĕ валли гараж хăпартнă.
Шкулта паян 236 ача вĕренет. Вĕсене 22 вĕрентекен пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Ачасем олимпиадăсенче тăтăшах палăраççĕ, республикăри тата Раççей шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнаççĕ.
Вăтакас Кипеч шкулĕнчен вĕренсе тухнисем халĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Апла пулин те тăван пĕлÿ çуртне килсе курма вăхăт тупаççех вĕсем.
Ольга ДАНИЛОВА, 10-мĕш класс.