02 февраля 2011 г.
Тавралăх шурă пуставпа витĕнсен ял çынни ирĕклĕнрех сывлама, аллине хаçат-журнал, кĕнеке тытма тытăнать. Çу кунĕсенче ларса канлĕн апатланма та вăхăт хĕсĕк пулсан, çулла – çуна, хĕлле урапа хатĕрле тенĕн малашлăх пирки уçăмлăрах шухăшлама, çĕнĕ тĕллев-чикĕсем палăртма тата пĕлÿпе пуянланма майне тупатех.
Ытлашши темех тумасан та, çанталăк тĕксĕм те ăмăр тăнăран та пулĕ, хĕлле кун иртнине сисмесĕрех юлатăн. Хушăран уяртсан çеç кăмăла савăклăх кÿрекен кăлтăрмача асăрхатăн. Анчах хĕвел тÿпен пĕр хĕрринчен курăнать те тепринчен анса та ларать. Ватăсем ахаль мар: "Хĕл кунĕ çерçи сикки тăршшĕ çеç", – тенĕ. Каçа вара тăрна сăмсипе танлаштарнă, ăна кĕскетес тесе алла ĕç тытнă.
Ĕлĕк каччăсем, хĕрсем улах ларнă. Çыхнă, тĕрленĕ, вăйă вылянă, çав вăхăтрах тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă. Халĕ унашкал пуçтарăнас йĕрке çук. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта хăйсем пĕлнĕ пек ирттереççĕ. Пĕчĕк бизнеса аталантараканăн, каламасăрах паллă, вăл усăллă иртет, çемьене тупăш кÿрет. Хăшĕсем Мускава е урăх хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Анчах ĕç ăнăçтарайманран е кам та пулин кÿрентернĕрен каялла таврăнакан та пур. Теприсемшĕн "симĕс çĕленпе" ĕмĕре кĕскетсе пултăр. Мĕнле пулăшмалла-ха вĕсене, шурлăх евĕр туртакан авăр тыткăнĕнчен епле çăлмалла;
Çак шухăш Çĕнĕ Мамире пурăнакан Мария Осиповăна та канăç памасть. Вăл çак тăрăхри Асхвара çитĕннĕ. Вырăскас Пикшихри вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿри культура училищинче ăс пухнă. Халĕ Çĕнĕ Мамирен икĕ çухрăмра вырнаçнă Пайкилт ял библиотекинче кун кунлать. Культура ĕçченне ялсен шăпи, çамрăксем хулана туртăнни шухăшлаттарать. Тăван кĕтесре тĕпленсе пурăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ;
– Пирĕн ялти 159 хуçалăхра 374 çын пурăнать, 69-ăшĕ 16 çула çитмен. Вĕсенче – шанчăк, малашлăх, – тет библиотекарь. – Çитĕнекен ăрăва культура, спорт мероприятийĕсене явăçтарса, кĕнеке тĕнчипе туслаштарса ял пурнăçĕпе "сывлама", тăван ене юратма вĕрентесшĕн.
Тăрăн, Пайкилт, Çĕнĕ Мами пĕр тăрăхра вырнаçнă. Хĕлле пĕр-пĕрин хушшинче хоккейла выляссипе турнир иртет. Çулла та тĕл пулаççĕ çамрăксем. Футболла, волейболла выляс енĕпе юлташла тĕл пулусем йĕркелеççĕ.
Çынсем сывă пурнăç йĕркине хăнăхчăр, харкашмасăр йĕркеллĕ пурăнччăр тесе участок милиционерĕпе рейдсем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. "Шутра тăракансем патне уйăхра икĕ хутчен каятпăр. Ют çын умĕнче лайăхмарланаççĕ, хăйсене лайăхрах тытма тăрăшаççĕ, – çамрăксем йĕркене кĕнĕшĕн савăнать Мария Петровна. – Халĕ ялта пушă çуртсем çук. Хăшĕ-пĕри хула пурнăçне пĕр хушă "тутаннă" хыççăн ашшĕ-амăшĕ çуртне каялла таврăнать. Тăван кил вырăнне вĕлтĕрен ан пустăр теççĕ мар-и;" Çĕнĕрен çĕкленекен çуртсен урамне Çамрăксен урамĕ ят панă. Кунта йăлтах тинтерех чăмăртаннă çемьесем пурăнаççĕ. Пĕлтĕр акă виçĕ туй кĕрлеттернĕ. Юрий Васильевпа Марина Варфоломеева, Сергей Зайцевпа Юля Яковлева пĕрлешнĕ. Шел те, виççĕмĕш мăшăр Канаш хулине кăмăлланă.
Çурт-йĕр çавăрма патшалăх та пулăшать, хăйсем те укçа хатĕрлеççĕ, тăванĕсем те айккинче юлмаççĕ. Ватăлмасть ял. Анчах ĕç енчен лару-тăру йывăр. Унччен çĕвĕ цехĕ, пилорама, ферма пулнă. Хуçалăх арканнă май хупăннă вĕсем. Çавăнпа чылайăшĕ ĕçе Канаша çÿрет. Юрать-ха хули инçе мар. Пĕчĕк бизнеса аталантарас шухăшлисем пур-ха, анчах хастарлăхĕ, пуçарулăхĕ çитмест пулмалла. Тен, ĕç пуçарса яма нухрачĕ çителĕксĕр; Çапах та ял çыннин тунсăхлама вăхăт çук. Хăш-пĕрин выльăх пăхсах кун иртет. Тепри вăрăм каçа алă ĕçĕпе кĕскетет. Аслă классенче вĕренекенсене, кĕçĕнрех ÿсĕмрисене те компьютер, интернет илĕртет. Тĕслĕх библиотекăра та вырнаçтарнă ăна.
Библиотекăна шкул ачисемпе пĕрле шутласан 500 ытла çын çÿрет. Çулла ялсене канма килекен хула ачисем те хăйсене килĕшекен литература тупса вулаççĕ.
Хаçат-журнал çырăнайманнисемшĕн те кунта алăк яланах уçă. "Хыпарпа" унăн кăларăмĕсене çулленех илсе тăратпăр, – пĕлтерчĕ Мария Осипова. – Чăваш халăхне тăван чĕлхерен писме парас марччĕ".
Мария Петровна кашни уяв тĕлне тата ятарлă темăпа куравсем йĕркелет, вăхăтран çĕнетет. Çакă вулаканпа çывăхланма пулăшать. Справочниксем, словарьсем, энциклопедисем пĕлĕве тарăнлатаççĕ. Çавăнпа вĕсене çĕнетме тăрăшать библиотекарь, ваттисен çуртне, шкула çитет.
Çĕнĕ Мамире библиотека çук. Пĕлÿшĕн çунакансем Пайкилте çул тытаççĕ. Мария Маркова 80 çултан иртнĕ. Каллĕ-маллĕ 4 çухрăм кĕрт ашса утма çăмăл мар. "Киле таврăннă вăхăтра вăл мана çул çине тухса кĕтсе илет. Кĕнеке илсе килсе пар-ха тет. Нелли Петровская, Николай Симунов, Денис Гордеев, Сергей Павлов, Геннадий Максимов произведенийĕсене кăмăллать. Ивановсем, Терентьевсем, Ильинсем те пĕлÿ çăл куçĕпе туслă", – пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ.
... Тавралăх тĕттĕмленнĕ ĕнтĕ. Тутă выльăхсене паçăрах витене хупнă. Каçхи апат тунăранпа та вăхăт чылай иртнĕ. Анчах йăпăр-япăр çывăрмасть ял çынни. Вăрăм каçа кĕскетсе мĕнпе те пулин йăпанать, çу кунĕсем çитессе кĕтет. Пĕлет: ăна тăван уй-хир каллех хăйĕн ытамне илĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ.