АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрен тапнăшăн

02 февраля 2011 г.

Кĕркунне Авдеев (хушаматне улăштарнă) эрех ĕçсе хĕмленнĕскер икĕ урам пĕрлешнĕ тĕлте çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăснă. Çакна пула хирĕç килекен çăмăл машина самаях сиенленнĕ. Инкек пулнă вырăна ГИБДД инспекторĕ çитнĕ. Вăл Авдеева ĕçнине палăртмашкăн медицина тĕрĕслевне илсе каясшăн пулнă. Анчах та лешĕ вырăнтан та хускалман. Инспектор ĕçтешне чĕнсе илсе протокол çырнă. Авдеев хăй кăмăлсăр пулнине кăтартса кутăна пенĕ, протокол çине алă пусма килĕшмен. Хыттăн кăшкăрашса инспектора питĕнчен тапнă. Лешĕн куç айне кăвак тапса тухнă.

Суд пулнă. Авдеева икĕ çула тĕрмене хупмалла тунă. Унта пакунлисемпе чĕрре кĕме юраманнине ăнланса илетех пуль ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика