АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрсăрскер, пуçтахскер

02 февраля 2011 г.

Пушкина Рачковсемпе (виççĕн) тата Смирновпа (хушамачĕсене улăштарнă) хулари пĕр хваттерте тĕл пулнă. Çакскер Смирнова кухньăна çавăтса кĕнĕ те укçа пама ыйтнă. Лешĕ хирĕçленине кура унăн çулне пÿлсе хунă, кĕсйисене ухтарма тытăннă. Шăлавар кĕсйинче 40 тенкĕ тупсан ăна хăйне валли илнĕ. Сăран жилетка кĕсйинче Пушкина аллине автомобиль сигнализацийĕн пульчĕн брелокĕ лекнĕ. Ун çинче виçĕ уçă пулнă. Çак япаласене те хурах хăйĕн туса хунă.

Вăлах Ведерников (хушамачĕ хăйĕн мар) хваттерĕнче залра саббуфер тата виçĕ музыка колонки ларнине асăрханă. Пушкина çак япаласене килти кинотеатртан вĕçертсе илнĕ те целлофан хутаçа ярăнтарнă. Çакăн хыççăн хваттертен тухса шунă. Çапла майпа вăл Ведерникова 2000 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çакскерех темиçе кунтан автобус чарăнакан вырăнта хăйĕн еркĕнĕпе С.Рачковпа тата Ведерниковпа тĕл пулнă. Ведерников саббуферпа музыка колонкисене тавăрса пама ыйтнă. Çав вăхăтра Рачков ăна çухаваран çатăрласа тытнă. Лешĕ хирĕç тăнă. Пушкина еркĕнне хÿтĕлесе аллинчи шурă эрех кĕленчипе Ведерникова пуçĕнчен кĕрĕслеттернĕ. Лешĕ анранипе айккинелле сулăннă. Рачкова çакă çеç кирлĕ пулнă, вăл Ведерников çине çăвăр автан пек сиксе ÿкнĕ. Пушкина ахăрсах кайнă, инкек тÿснĕ арçынна кĕленче ванчăкĕпе пуçĕнчен, кăкăрĕнчен, урисенчен çапнă. Ведерниковăн виçĕ эрнене яхăн сывлăхне сиплеме тивнĕ.

Алли-урине ирĕке янăшăн, шăртне тытса чарайманшăн, çын пурлăхне хапсăннăшăн Пушкинăна ĕçлесе юсанмалли пĕтĕмĕшле режимлă колонине виçĕ çула ăсатнă. Кунта çилли йăшĕ, кăмăлĕ çемçелĕ теççĕ те-ха... Темле çав... Качакана купăстаран сивĕтме ай-яй епле йывăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика