02 февраля 2011 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп ветврачпа А.Степановпа курса калаçма тÿр килчĕ. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май иртнĕ çулта выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе районта лару-тăру еплерех пулнипе кăсăклантăм. Ветеринарсен пĕлтĕр çитĕнÿсем те, пăшăрханмалли самантсем те чылай пулни палăрчĕ калаçуран. Халĕ вĕсем çинче Анатолий Иванович тĕплĕнрех чарăнса тăрĕ.
– Юлашки çулсенче районти фермăсем лейкоз вирусĕнчен тасалса пыни савăнтарать. Паянхи куна 18 фермăран 14-шĕнче инфекци лекнĕ выльăх-чĕрлĕхе тупса палăртман. "Канаш" хуçалăх çак вируспа 20 çул хушши хăшкăлчĕ. Пĕлтĕр асăннă пĕрлĕхĕн сĕт-çу комплексĕ лейкозран "сывалнине" çирĕплетрĕмĕр. Çак ĕçре, паллах, ертÿçĕсен те тÿпи пысăк. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн фермисенче те лейкоз вирусне тĕппипех пĕтернĕ. Халĕ ку енĕпе Янкăлчри тата Хучелти ĕне фермисенче çине тăрса ĕçлеме тивет. Çитĕнÿсене уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче те тивĕçнĕ, 2002 çулта тĕрĕсленĕ 8714 ĕнерен 277-шĕ (3,2 проц.) лейкозлă пулнă пулсан, пĕлтĕр тĕрĕсленĕ 6059 пуçран 6-шĕ (0,1 проц.) çеç инфекциллĕ пулнине тупса палăртнă. Пирĕн тĕп тĕллев: хамăр районта çитес вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсене лейкоз вирусĕнчен тĕппипех тасатасси.
– Хальхи вăхăтра мĕн пăшăрхантарать-ха ветеринарсене;
– Сыснасен африка чумине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тупа-тупа палăртаççĕ. Раштав уйăхĕнче Кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенче сыснасем аптăранă 59 тĕслĕхе, хир сыснисем чирленĕ 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле сыснасен африка чуми Ленинград облаçĕнчи Ломоносов районне те çитнĕ. Кăçал çак чир Санкт-Петербург хулинче тата Ставрополь крайĕн Красногвардейск районĕнче палăрнă. Ростов облаçĕнче кăна иртнĕ çулта çак амака пула 50 пин сыснана пĕтернĕ. Патшалăх çак тăкака компенсацилемешкĕн 168 млн тенкĕ куçарнă пулнă. Сыснасен африка чуми кирек хăш тăрăхра та палăрма пултарассине шута илсе çитес вăхăтра хамăр районти сыснасене номерлес ĕçе пуçларăмăр. Мĕншĕн тесен шута илмен сыснашăн, инкек мĕн сиксе тухас пулсан, компенсаци памаççĕ.
– Сыснасен африка чуми мĕншĕн питĕ хăрушă-ха;
– Ку чирпе килти сыснасемпе хир сыснисем аптăрама пултараççĕ, вирус çурасене те, ÿссе çитĕннисене те тиркемест. Африка чуминчен сыснасене сыватма çук, вĕсем пурте вилеççĕ. Вирус сивĕрен, вĕрирен, типĕтнинчен... нимĕн чухлĕ те хăрамасть. Инфекци лекнĕ сысна ашĕнче вăл 5-6 уйăх упранма пултарать. Çак инфекцие чирлĕ тата вилнĕ сыснасем малалла са-раççĕ. Чирлесе ирттернисем вируса чылай вăхăт хушши "йăтса çÿрекенĕсем" пулса тăраççĕ. Пĕри аптăрасан, ыттисем патне инфекци юн, шăк, каяш тата тĕрлĕрен хатĕр урлă пĕр чăрмавсăрах çитет. Çакăн хыççăн сыснасен ÿт температури 41,5-42 градус таран хăпарса каять. Вируспа аптăранă выльăх апат çиме пăрахать, шывшăн çунать, чĕкĕрме пуçлать (юнлă та пулма пултарать). Пĕтĕ амасем хырăм пăрахма пултараççĕ. Чирлĕ сыснан ÿчĕ юнланса тăма пуçлать, тепĕр 7-10 кунтан вăл вилет.
Çынсемшĕн çак чир хăрушă мар, анчах та сыснасене упраса хăварас тесен профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Сысна фермисене "хупă" мелпе ĕçлеттерме тытăнмалла, выльăхсене уçăлтарма кăлармалла мар. Иккĕленÿллĕ самантсем пулсан çийĕнчех ветспециалистсене пĕлтерме ыйтатпăр.
– Уртаракан чирпе районта лару-тăру еплерех-ха тата;
– Тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр пулин те пĕлтĕр районта уртаракан чирĕн тăватă тĕслĕхне тупса палăртрăмăр. Юлашки икĕ çул хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсене вакцинаци туса тăратпăр, çавна май вĕсем уртаракан чирпе аптăранине шута илмен. Иртнĕ çулта профилактика тĕлĕшĕпе ветспециалистсем 12504 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 627 пуç сурăх-качакана, 82 лашана, 4440 йытта тата 409 кушака прививка тунă. Кăçал ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе уртаракан чиртен ака уйăхĕнче вакцинацилеме тытăнăпăр, хальхи вăхăтра çак ĕçе кушаксемпе йытăсем çинче пурнăçлатпăр. Иртнĕ çулта уртаракан чире районта сарăлма парас мар тесе 76 тилле персе тытнă, çавăн пекех хуçасăр 496 йытăпа 29 кушака çывăрттарса янă.
Республикăра уртаракан чирпе лару-тăру лăпкă мар, Чăваш Енре иртнĕ çулта ку енĕпе пĕтĕмпе 37 тĕслĕх шута илнĕ пулнă. Вăл шутран 3 тĕслĕхĕнче – мăйракаллă шултра выльăх, 30 тилĕ, 2 йытă тата 2 кушак чирлени паллă. Кăçал та лăпланса ларма юрамасть, çулталăк пуçлансанах Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи пĕр кил-хуçалăха тилĕ чупса кĕнĕ.
– Раççейре выльăхсен çĕпĕр язви çинчен тăтăшах асăнаççĕ...
– Чăнахах та, Раççейре 2010 çулта выльăхсен çĕпĕр язвине Ставрополь, Краснодар крайĕсенче тата Ростовпа Волгоград облаçĕсенче тупса палăртнă. Çĕпĕр язви алхасса каяс хăрушлăх кашни регионтах пур. Пирĕн республикăра, сăмахран, 825 выльăх масарĕ шутланса тăрать (пирĕн районта – 46), вĕсенчен 399 (38) масарне çĕпĕр язвипе чирлĕ выльăхсене пытарнă пулнă. Хальхи вăхăт тĕлне выльăх масарĕсен лаптăкĕсене виçтернĕ, кадастр учетне тăратмалла, анчах та вĕсене тытса тăрас яваплăха хăйсем çине илес текенсем çук.
– Выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр;
– Кунта чи малтанах выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентернине асăнса хăвармалла. Çак меслет ăратлăха сыхласа хăварма пулăшнипе пĕрлех ĕнене тĕрлĕрен чир-чĕртен те сыхлать. Экономика тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ, ятарласа вăкăрсем тытса тăмалла мар. Иртнĕ çулта ял хуçалăх организацийĕсенче пĕтĕмпе 1293 ĕнене тата 338 пушмак пăрăва пĕтĕлентернĕ. Çав шутран 997 ĕнене тата 286 пушмак пăрăва – искусственнăй майпа. Пĕлтĕр çавăн пекех çак меслетпе уйрăм çынсен 1318 ĕнине пĕтĕлентернĕ, вĕсенчен 148-ĕшне – ветучрежденисен ятарлă пункчĕсенче. Пирĕн районта çак тĕллевпе ятарлă тăватă пункт ĕçлет.
– Ветспециалистсем сиплев ĕçĕсемшĕн укçа пуçтараççĕ тенине ял халăхĕнчен тăтăшах илтме пулать, çакна епле ăнлантарса пама пултаратăр;
– Ку тĕрĕс сăмах. Çакă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Енри ветеринарин патшалăх учрежденийĕсем пурнăçлакан ĕçсемшĕн тÿлемелли тарифсем çинчен" калакан Постановленийĕпе килĕ-шÿллĕн пулса пырать. Кунта çакна шута илмелле, выльăх-чĕрлĕхе çулталăк хушшинче тĕрлĕ сиплев мероприятийĕсем туса ирттеретпĕр, эппин выльăх тытакан çак суммăна çулталăклăх тÿлесе хурать. Анчах та çав вăхăтрах ветеринарсем тÿлевсĕр ĕçсем те туса пыраççĕ, кунта çĕпĕр язвинчен, туберкулезран, бруцеллезран, сыснасен классика чуминчен, уртаракан чиртен вакцинациленине асăнса хăварма пулать.
– Лайăх ĕçлесе пыракансене палăртса хăвармăр-и;
– Ветеринари службинче хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă çынсем чылаййăн. Вĕсен ĕç опычĕ пысăк, пурте тенĕ пекех выльăх тытакансен умĕнче хисепе тивĕçнĕ. Манăн Н.Андреева эпизоотолог ветврача, Л.Данилова, Л. Иванова тата С.Валетова ветврачсене, Кăшнаруйĕнчи (В.Якимова), Ăнтавăшри (А.Прокопьев), Уçырмари (Т.Гаврилова), Аччари (В.Семенов), Сиккассинчи (Е.Сергеева) ветеринари участокĕсене уйрăмах палăртса хăварас килет.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.