02 февраля 2011 г.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хăш çула суйласа илесси чылай çамрăкшăн çăмăл мар. Ăçта вĕренмелле, мĕнле специальноçа алла илмелле; Хальхи вăхăтра ял хуçалăх специалсчĕсем хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.
Иртнĕ эрнере Чăваш ял хуçалăх академийĕн представителĕсем районти шкулсенче 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Вăл районăн финанспа экономикин лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ, чылай хуçалăхра специалистсем, уйрăмах агрономсем, инженерсем, экономистсем çитменни çинчен каларĕ. Вĕренекенсене интереслентерекен ыйтусене академи преподавателĕсем хуравларĕç, вĕренме кĕмелли йĕркесемпе, студентсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, буклетсем валеçсе пачĕç.