АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕр тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

02 февраля 2011 г.

Районти библиотека ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кун пирки тĕп библиотекăн директорĕ Л.Герасимова доклад туса панă. Инноваципе методика пайĕн заведующийĕ Л.Андреева библиотекăна малалла аталантарассипе çыхăннă планпа, чаплă тата юбилейлă датăсемпе, ирттерме палăртнă конкурссемпе паллаштарнă. Л.Егорова тĕп специалист "Саншăн вăрçă мĕн вăл;" темăпа ирттернĕ социологи тĕпчевне пĕтĕмлетнĕ. Комплектаци пайĕн ертÿçи М.Иванова районти библиотекăсен фончĕ мĕнле лару-тăрура пулни çинчен каласа панă. Информаципе библиографи пайĕн заведующийĕ Т.Григорьева компьютер пĕлĕвĕн шкулĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ку енĕпе уйрăмах Кăшнаруй, Ухман, Кайри Ăнтавăш тĕслĕх библиотекăсем лайăх ĕçленине асăнса хăварнă.

Семинар вĕçĕнче Ухман библиотекин заведующине Р.Ивановăна 55 çул тултарнă ятпа саламланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика