АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комиссин черетлĕ ларăвĕ

02 февраля 2011 г.

Çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров ертсе пынă. 2010 çулта район территоринче аварисем мĕн чухлĕ пулнине тата вĕсене сирсе ярас енĕпе мĕн тунине районăн шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Николаев тишкерсе тухнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, автоинкексем ытларах федераллă çулсем çинче пулаççĕ. Хĕллехи тапхăрта автоçулсене мĕнле тытса тăни çинчен "Мост" тулли мар яваплă пĕрлĕх тата "Чувашавтодор" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри филиалĕн подрядлă организацийĕсен представителĕсем Н.Кирилловпа А.Семенов каласа панă.

Ларура ачасене турттарассинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, çул çинче ачасене пула инкек пулассине асăрхаттарас енĕпе хушма мерăсем ирттерме палăртнă. Вĕрентÿ управленийĕн специалисчĕ А.Максимов шкулсен автобусĕсем епле лару-тăрура пулнипе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика