АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçмелле мар та çав...

02 февраля 2011 г.

Преступление ÿсĕрле тунă тĕслĕхсенче йĕркене пăсаканĕ те, инкек тÿсекенĕ те айăплă. Пăтăрмах сиксе тухсан милицие евитлеççĕ те ни пĕри, ни тепри татăклăн, ăнланмалла нимĕн те калаймасть, мĕншĕн тесен икĕ енĕ те ÿсĕр пулнă. Ун пек чухне "астумастăп" тени мала тухать. Милицин вара ÿсĕрсене те пулăшмалла, ĕçмен çын хур курсан урăх ыйту-ха.

Иртнĕ çулхи август уйăхĕн пĕр кунĕнче Вырăскас Пикших ялĕнче пулнă ку ĕç-пуç. Каçхине 21 сехетсенче Котов хăйсен килĕ умĕнче тăнă. Пуçне çĕклесе пăхнă та, хăй пекех эрехпе минренĕ Красов тайкаланса пынине асăрханă. Котов Красова пĕрле эрех ĕçме чĕннĕ, иккĕмĕшĕ сăмахсăрах килĕшнĕ. Пĕр киле кĕрсе 1 литр сăмакун туяннă та Генков патне çул тытнă. Вĕсен телейне, Генковĕ те ÿсĕр пулнă. (10 çынран миçĕшĕ урă-ши паян;) Каçхи хăнасем пĕлĕшĕ патне кĕрсе вырнаçнă та каллех пыр тĕпне çума пикеннĕ.

Генков тинтерех кăна телефон туяннă пулнă та унăн курнăçланас килнĕ ĕнтĕ. Юлташĕсем кашниех телефона тыта-тыта пăхнă, 80-мĕш çулсенче анлă сарăлнă вырăс эстрада юррисене итленĕ. Çур литр пушатнă хыççăн Котовпа Красов киле кайма пуçтарăннă. Кресло çине майлă вырнаçса ларнă Генков юлташĕсем тухса кайичченех çывăрса кайнă. Ирхине вăрансан телефонĕ çухалнине асăрханă, хыпăнса ÿкнĕ, йăмăкĕпе амăшне телефона ăçта хутăр тесе ятланă.

Ыйхи сирĕлсе çитсен Красов патне çул тытнă, телефон пирки пĕлтернĕ, анчах лешĕ хирĕç нимĕн те чĕнеймен. Иккĕшĕ пĕрле вара Котов патне çул тытнă. Ку та нимĕнле телефон та тытман тесе туннă. Ĕçке пула шар курнă Генков хăйĕн çухатăвĕ çинчен милицие пĕлтерме те аптранă.

Вунă кун иртсен Генков патне пĕлĕшĕ Иванова килнĕ, унăн телефонне пĕрле ĕçлекен хĕрарăмăн аллинче курнине, унпа юрă-кĕвĕ итленине каласа кăтартнă, телефона Котовах вăрланă тесе çирĕплетнĕ. Иккĕшĕ пĕрле Котовăн çырăнмасăр пурăнакан арăмĕ патне кайнă, телефонне тавăрса пама ыйтнă. Капла майпа ĕç тухманнипе юлашкинчен милицие евитленĕ. Йĕрке хуралçисем килсен Котов арăмĕ телефона кăларса панă. (Текстра чăн хушаматсене палăртман).

Куратпăр ĕнтĕ, ку тĕслĕхре икĕ енĕ те айăплă. Инкек кăтартаканĕ вара – ĕçкĕ.

Л.ТАКМАКОВА, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика