АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалла

02 февраля 2011 г.

Виçĕм кун Чăваш Ен Президенчĕ республика влаç органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта патшалăхăн тĕллевлĕ программисен эффективлăхне хаклас ыйтусене, халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсене сÿтсе явнă, Правительство членĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем Мускава, Ĕпхĕве тата Оренбурга кайнине пĕтĕмлетнине итленĕ.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин патшалăх программисен переченьне йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Вĕсене тăватă тĕп пая уйăрнă: 13 программа халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă, 17 – экономикăна аталантарассипе, модернизацилессипе, 9 – региона шайлашуллă аталантарассипе, 2 программа – наци хăрушсăрлăхне ÿстерессипе. Федерацин çĕнĕ требованийĕсене шута илсе республикăри хальхи программăсене тишкермелле, ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен Министрсен Кабинетне пăхса тухма тăратмалла.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру çинчен каласа панă. Экономикăра курăмлă улшăнусем пулнă май лару-тăру йĕркеленсе пырать. "Çулталăк пуçламăшĕнче ĕçрен кăларма пултаракансен йышĕ 32 пин çын пулнă, çулталăк вĕçĕнче ку хисеп 14,5 пине çити чакнă", – тенĕ Сергей Димитриев. Паян 10 пин çын ĕçсĕррисен йышĕнче. Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Ведомствăсен хушшинчи ĕçлев ушкăнĕ Чăваш Республикин Республикăн 2011 çулхи ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программăна (унпа килĕшÿллĕн 238,2 млн тенкĕ уйăрма пăхнă) ырланă. 2011 çулта ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисене вунă енĕпе пурнăçлĕç.

Чăваш Ен Президенчĕ объективлă хăрушлăх çинчен панă ыйтăва хуравласа Сергей Димитриев "Атăл тăрăхĕнчи пир-авăр компанийĕн" 900 ытла ĕçченне ĕçрен кăларасси, вĕсене ĕçе вырнаçтарма пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Ĕçсĕрлĕх шайне чакарас тĕллевпе йышăнакан мерăсем çинчен Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен сити-менеджерĕсем каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров "Газпром" АУОри ĕçлĕ тĕл пулусем çинче чарăнса тăнă. Унта Шупашкар хулинче Пăр кермен тăвасси тата Атăл леш енне газ кĕртеси мĕнле пынине сÿтсе явнă. Çак ыйтăва пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ май республика пуçлăхĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен ертÿçисен умне пысăк тĕллевсем кăларса тăратнă.

Монохулана – Улатăра модернизацилемелли комплекслă план лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ проектсен рейтингне кĕнĕ. Çывăх вăхăтра проекта Правительствăн экономика аталанăвĕпе интеграци комиссийĕ çумĕнчи Монохуласене модернизацилекен ĕçлев ушкăнĕнче хÿтĕлемелле, пĕлтернĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин.

Вĕренÿ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Петрова Пушкăртстанра талантлă тата уйрăмах пултаруллă ачасене пулăшнин ăнăçлă опычĕпе паллаштарнă. Унта федераци Атăлçи округĕн регионĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисен округри канашлăвĕ иртнĕ. Ăна "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци вĕренÿ пуçарăвне пурнăçлассине халалланă. Ыйтăва сÿтсе явнă май Президент Лебедев ячĕллĕ лицее – уйрăмах пултаруллă тата талантлă ачасем валли йĕркеленĕ вĕренÿ лапамне – республика харпăрлăхне пама сĕннине ырланă. "Çак ене аталантарма пуçларăмăр тăк каярах намăс ан пултăр тесе ĕçлемелле", – пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

А.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика