28 января 2011 г.
2010 çулта районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем çул-йĕр правилисене пăсакансен тĕлĕшĕпе 9638 административлă ĕç пуçарнă. Виçĕм çул çулсем çинчи йĕркене пăхăнманшăн 9688 çынна явап тыттарнă. Административлă материалсене тĕпченĕ хыççăн пĕлтĕр пĕтĕмпе 2742300 тенкĕлĕх штраф хунă (2009 çул – 2520200 тенкĕ). Вĕсенчен 2146301 тенкине шыраса илнĕ (2036300 тенкĕ), çакă 78,3 процентпа танлашнă (75,2 проц.). Чылайăшĕ укçана хăйсен ирĕкĕпе тÿлеме васкаманни курăнать, çавăнпа та иртнĕ çулта штрафсене шыраса илес тĕллевпе суд приставĕсем патне 1224 постановлени тăратнă.
Ытти çулсемпе илсен, штрафсене хăйсен ирĕкĕпе кайса тÿлекен çынсен шучĕ ÿснĕ. Çавна май суд приставĕсем патне яракан постановленисен хисепĕ те чакнă. Штрафсене вăхăтра пуçтарса илесси çине банксемпе тачă çыхăнура ĕçлени тата уйăхсерен "Парăмçă" рейд ирттерни пысăк витĕм кÿрет. Пĕлтĕр çак рейдсем вăхăтĕнче 61 парăмçа тупса палăртнă (2009 çулта – 43 çын), вĕсен ĕçĕсем суда кайнă.
Кăçалхи черетлĕ "Парăмçă" рейд кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ. Унта ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсемпе пĕрле суд приставĕсем те хутшăннă. Рейд вăхăтĕнче çул-йĕр правилине пăснăшăн штрафа тÿлесе татман пĕр парăмçа тупса палăртнă, унăн ĕçĕ те суда çитĕ. Суд приставĕсем асăннă кун çавăн пекех парăмçăсен тĕлĕшĕпе пуçарнă административлă 7 ĕçе хупнă.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.