АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лăпланса ларма юрамасть

28 января 2011 г.

Çул çитмен çамрăксен хушшинчи лару-тăру 2010 çулта ытти çултисемпе танлаштарсан кăшт лăпкăрах иртрĕ. Телее, ачасем тунă преступленисем (8 факт) нумаях пулмарĕç, 2009 çулта 23 преступлени шута илнĕччĕ. Обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхе пăсасси 50 проц. чакрĕ (6-ран 3 таран). Çул çитменнисем преступлени тăвассин шайĕ 2,2 процентпа (республикăра – 5,4 проц.) танлашрĕ. Саккуна хирĕçле ĕç тунă хутшăнакансен хисепĕ 70,0 процент чухлĕ сахалланчĕ. Ÿсĕмсем тăрăх илсен преступлени тунисем йышĕнче 14-15 тата 16-17 çултисем ытларах.

Отчетлă тапхăрта ушкăнпа преступлени тăвасси 72,7 процент чакрĕ. Çитĕннисемпе пĕрле ачасем 2 преступлени тунă. Районăн шалти ĕçсен пайĕнче 43 ача учетра тăрать: вĕсенчен иккĕшне условно йĕркепе айăпланă, условно майпа айăплама çул çитменнисем – çиччĕн, хулиганла ĕçсем тунисем виççĕн тата ытти майпа йĕркене пăснисем. Иртнĕ çулта 32 ачана учета тăратрăмăр, 35-шне – кăлартăмăр. 33 çамрăка административлă йĕркепе явап тыттарма тиврĕ. РФ КоАПĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн 190 ашшĕ-амăшне ачисене тĕрĕс воспитани парассинчен пăрăннăшăн, çул çитмен çамрăксене ĕçке явăçтарнăшăн 12 çынна, 16 çула çитмен ÿсĕр ачасен 9 ашшĕ-амăшне, ачасене эрех-сăра сутнăшăн 15 çынна, Чăваш Республикин "комендант сехечĕ" çинчен калакан саккунне пăснăшăн 91 ашшĕ-амăшне, ытти статьяпа йĕркене пăснă çынсене явап тыттартăмăр. Пирĕн патра çавăн пекех йĕркесĕр 18 çемье, вĕсенче 39 ача çитĕнет, шутра тăрать.

Ачасем йĕркене пăсса тата çапкаланса ан çÿреччĕр тесе милицин ытти подразделенийĕсемпе пĕрле шкулсене, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене тухса калаçусем, право ыйтăвĕсемпе ăнлантару урокĕсем ирттеретпĕр, йĕркесĕр çемьесене тĕрĕслесе тăратпăр. Ял тăрăхĕсенче администраци специалисчĕсем, педагогсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, ачасене, преступлени тăвас туртăм пур çынсене асăрхаса тăраççĕ, вĕсене вырăнта ĕçлекен спорт секцийĕсене, кружоксене явăçтарма тăрăшаççĕ.

Л.АНТОНОВА, районти милицин çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика