АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьянăсен пултарулăхĕ

28 января 2011 г.

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ Татьянăсен тата Студентсен кунĕ пулнипе палăрса тăрать. Çак кун аслă шкулсенче хĕллехи сесси вĕçленет, студентсен каникул пуçланать.

Татьянăсен кунне уявлас йăла 1755 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе кăрлачăн 25-мĕшĕ) Елизавета Петровна патша Мускав университетне уçасси пирки кăларнă Указпа çыхăннă. Православи календарĕнче çак кун – хĕн-асап тÿснĕ Çветтуй Татиана кунĕ. Вăл университетра вĕренекен студентсен, каярахпа пĕтĕм студентсен уявĕ пулса тăнă. Çветтуй Татиана – студентсен хÿтĕлевçи. Авалхи грек чĕлхинчен куçарсан "Татиана" ят "йĕркелÿçĕ" тенине пĕлтерет.

Шăп çак кун районти культура çуртĕнче "Татьянăсем, айтăр-ха хамăра кăтартар!" конкурс иртрĕ. Канаш енри 14 ял тăрăхĕнчен – Çеçпĕлтен, Атнашран, Уçырмаран, Карăклăран, Шелттемрен, Сиккассинчен, Чакаçран, Энтриялĕнчен, Вăрăмпуçĕнчен, Çĕнĕ Чалкассинчен, Вăтапуçĕнчен, Хучелтен, Ухмантан, Кăшнаруйĕнчен килнĕ Таня ятлă пикесем хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартрĕç.

Конкурс паллашуран пуçланчĕ. Татьянăсем хăйсемпе сăвă, юрă урлă паллаштарчĕç, хăшĕсем 4-5 предложени каланипех çырлахрĕç. Сиккассинчи Таня Вазинге хатĕрленĕ программа пĕр çынна та пулин килĕшмесĕр юлма пултараймарĕ-тĕр. "Кĕл пике" юмах сыпăкĕнчи сюжета тĕпе хурса хатĕрленĕ представлени кăмăла çĕклентермелле интереслĕ, кулăшла пулчĕ. Юмахри калаçу урлă Таня хăй ăçта çуралнине, вĕреннине, камсемпе туслă пулнине, мĕн кăсăклантарнине уçса пачĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсем, ялти çамрăксем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге ăна пулăшса пычĕç. Наталья Анатольевна хăй те юмахри пĕр сăнара калăпларĕ.

Иккĕмĕш пайра Таньăсем чăваш йăли-йĕркине, культурине мĕнле пĕлнине кăтартрĕç. Чăвашăн апат-çимĕçĕ, уявĕсем... Ыйтăвĕсем йывăрах пулмарĕç пулин те хăшĕсем тĕрĕс хуравсем параймарĕç. Чăваш çĕрĕнче пурăнатпăр пулсан чăвашлăхпа çыхăннă хăш-пĕр япалана пĕлмеллех пирĕн.

Конкурсăн виççĕмĕш пайĕнче пикесем хăйсен юрă-ташăри пултарулăхне кăтартрĕç. Кунта, паллах, танлаштармалли те, кăмăла çĕклекенни те, тарăхтараканни те пулчĕ. Танлаштармалли мĕнре-ха; Пĕри тепринчен маттуртарах пулас тени куç кĕрет. Çеçпĕлти Таня Андриянова, Уçырмари Таня Иванова хăйсем суйласа килнĕ юрăсене уçă сассисемпе нотăсене пăсмасăр илемлĕ шăрантарни, Сиккассинчи Таньăпа Оля Вазингесем ковбойсен, Шелттемри Мардарьева Таня тухăç ташшисене сатур ташлани питĕ килĕшрĕ. Киленсе пăхса лартăм.

Жюри кама мĕнле хак парасси пирвайхи конкурсрах паллă пулчĕ. Çавăнпа та "Куракансем кăмăлланă Татьяна" номинацире Уçырмари Таня Иванова çĕнтерчĕ. Сиккассинчи Таня Вазинге "Чи хÿхĕм те çепĕç Татьяна" ят тивĕçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Константин Никоноров конкурса хутшăннă пикесене Тав çырăвĕпе, Хисеп грамотипе, парнесемпе чысларĕ.

Май пуррипе усă курса хамăн шухăша та палăртса хăварам. Кулленхи ĕç-хĕлĕм культурăран пуçланнăран ку сферăри ыйтусене кă-ăшт чухлатăп пек туйăнать. Район шайĕнче ирттерекен çакăн евĕр конкурссене хăшĕ-пĕри пĕр хатĕрленмесĕр килни, сăмахран, тарăхтарать. Культура ĕçченĕсем хăçан, ăçта, мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăраççĕ. Вĕсем хăйсем пурăнакан тăрăхри пултаруллă çамрăксене те пĕлеççех. Конкурса хатĕрленекен хĕрсене сцена çине, халăх умне тухма, хăйсене тытма кăштах вĕрентмеллех ĕнтĕ. Культура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, смотрсенче, фестивальсенче пĕр-пĕрин ăсталăхне хаклаççĕ, çавăнпа та камран тĕслĕх илмелли пурах-тăр. Акă, каллех, сиккассисенех асăнам. Вĕсем район, республика шайĕнчи мероприятисене ирттерме нумай пулăшаççĕ. Кирек мĕнле уявра е тĕл пулура çĕнĕ, халиччен курман номер, тумсем хатĕрлеççĕ. Сцена çине ячĕшĕн кăна нихăçан тухмаççĕ вĕт. Кирек мĕнле темăна хускатсан та – вăрçă, юрату, ака-суха, шкул теми-и вăл – асра юлмалли, чуна хускатаканни яланах пур вĕсен. Çакă вăл ĕçе юратса тунипе çыхăннă. Лайăх ĕçлесе пыракансем, ку сăмахсене хăвăр çине ан илĕр.

Ирина ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика