АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем, илемлĕ юрăсем янăрарĕç

28 января 2011 г.

Катекри фольклор пултарулăхĕн çурчĕ умне вĕр çĕнĕ иномарка пырса ларчĕ. Салонран яштака кĕлеткеллĕ типшĕм арçын тухрĕ. Çулĕпе сакăр вуннăран иртнĕ пулас хăй. Ватă çын машина çÿретни мана тĕлĕнтерчĕ. Пĕлесшĕн çунни унпа паллашма хистерĕ. Ăна ялта ватти-вĕтти Петр Егорович тесе чĕнет, хушамачĕ Егоров. Майĕпен сăмахсен çăмхи сÿтĕлме пуçларĕ.

Çут тĕнчене вăл 1926 çулта килнĕ. 1943 çулхи хура кĕркунне Петĕрĕн салтака кайма ят тухнă. Канаш çумĕнчи Сухайкасси ялĕнче çар ĕçне вĕреннĕ. Кунти хирсем тăрăх пăшал йăтса сахал мар чупнă, юр ашнă. Çурхи кунсем çитсен П.Егорова Карелипе финн фронтне ăсатнă. Салтак тумĕ тăхăнтартса пулемет панă. Çапăçусенчен пĕринче çывăхра снаряд çурăлнипе пулемет пайăн-пайăн вакланнă, унăн хуçи хулран аманнă. Çар госпиталĕнче тăватă уйăха яхăн сипленнĕ. Сывалса çитсен каллех строя тăнă, Польша çĕрне ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Берлин парăннă хыççăн Петр Егоровича Инçет Хĕвел тухăçне Япони милитарисчĕсемпе çапăçма янă. Тăван Катеке 1950 çулта таврăннă. Унăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, медальсем илем кÿнĕ.

Салтак тумне хывсан çулталăкран Петĕр авланнă. Мăшăрĕпе хăйсем пекех ĕçчен те сăпайлă виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Малтанхи вăхăтра Катек сельповĕнче лавçăра ĕçленĕ, лавккасене таварсем турттарнă. Каярахпа пушар машини çине ларнă, кирпĕч заводĕнче водительте вăй хунă. Ветеран халăх хушшине тухсах тăрать, çамрăксемпе тата шкул ачисемпе тĕл пулса хаяр вăрçăн çулăмлă кунĕсене аса илет. Каласа памалли вара Петр Егоровичăн тем чухлех.

– Машина – манăн чун юратмăшĕ. Чылай вăхăт руль тытмасан чирлесе кайманни çеç, - терĕ Петр Егорович. – Каçарăр та, манăн киле кайса тумланса килмелле-ха.

Çăмăллăн салона кĕрсе ларчĕ те машинăна чĕртрĕ. Вырăнтан хускалса тĕп çул çине тухрĕ. Часах урам кукăрĕнче курăнми пулчĕ.

Эпĕ пултарулăх çуртне кĕрсе иккĕмĕш хута хăпартăм. Кунта вырнаçнă библиотекăра хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. "Шевле" фольклор ушкăнĕ репетици ирттерет.

– Ĕçпе чапа тухнă ентешсен юбилейĕсене паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Паян вара Петр Егорович Егорова 85 çул, Зоя Ивановна Егоровăна 75 çул тултарнă ятпа савăнăçлă лару-тăрура саламлăпăр, – терĕ библиотека заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Степанова.

Пурте ĕçленĕ чухне ахаль ларам мар-ха тесе Зоя Ивановнăпа калаçу пуçартăм. Унăн йăхĕ-тĕпĕ Хучел таврашĕнчен. Шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Канашри медицина училищин фельдшер уйрăмĕнче ÿстернĕ. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Катекри фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме янă. Çак пункт заведующийĕнче мĕн пенсине кайичченех тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне юратса туса пынă Зоя Ивановна, пулăшу кĕтекен патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çанталăка пăхмасăр тухса утнă. Кирлĕ эмелсене вăхăтра илсе килнĕ. Çакăншăн ăна ватти-вĕтти хисепленĕ. Ун çинчен Катекре кăна мар, кÿршĕ ялсенче те сахал мар ыррине илтме пулать. Ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă, грамотăсемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук пуль.

Зоя Ивановна хăйĕн мăшăрĕпе, Анатолий Егоровичпа, тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ. Иккĕшĕ медицина профессине суйласа илнĕ, амăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ.

Калаçу вĕçленнĕ тĕле уява хатĕрленсе çитрĕç. Ăна Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров, вулакансене пĕлтерем-ха, вăл Петр Егоровичăн ывăлĕ, уçрĕ. Алексей Петрович юбилярсене ăшă сăмахсемпе саламласа çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе тата обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн Тав хучĕсем пачĕ. Хисеплĕ ватăсене чыс тума Канашран та килнĕ: район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров, гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пай пуçлăхĕ И.Михайлова, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор пуçлăхĕ А.Егоров, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕн эксперт специалисчĕ Г.Германова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова. Хăнана пушă алăпа çÿременнине асра тытса вĕсем Петр Егоровичпа Зоя Ивановна валли парнесем те, чуна çĕклекен ырă сăмахсем те илсе килнĕ. Библиотека заведующийĕ В.Степанова та, Ачча ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ М.Кузьмин та, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем те, ачисемпе мăнукĕсем те юбилярсем валли ăшă сăмахсем тупрĕç.

"Шевле" фольклор ушкăнĕ Петр Егоровичпа Зоя Ивановна ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика