28 января 2011 г.
Пурнăç улшăнса пынă майăн ертÿçĕсем те ылмашăнаççĕ. Канаш хула больницин тĕп врачĕ те халĕ урăх çын. Сывлăх сыхлавĕн çак учрежденине ертсе пыма Николай Васильева шаннă. Николай Алексеевич опытлă врач, хула больницинче вăл 20 çула яхăн чирлисене сиплет. Çитменнине тата вăл хамăр ентеш, Вăтакас Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Вăтам шкул хыççăн Канашри ДОСААФ автошкулĕнче водительсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Салтак пурнăçĕн икĕ çулĕ Афганистан çĕрĕнче иртнĕ, çамрăк водитель авиаци валли çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем турттарнă. Çартан таврăнсан Николай Алексеевич Вăтакас Татмăшри участок больницинче водительте ĕçленĕ.
1986 çулта больница ертÿçисем сĕннипе тата сиплев ĕçĕ патне чунĕ выртнипе Н.Васильев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне "Сиплев ĕçĕ" специальноçпе вĕренме кĕнĕ. Аслă шкул хыççăн терапевт врач пулса ĕçленĕ, "Анестезиолог-реаниматолог" специальноçпе ординатура пĕтернĕ. 1994 çултанпа Канаш хула больницинче вăй хурать.
И. АНДРЕЕВА.