28 января 2011 г.
Патăрьел салинче 1995-1996 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем хушшинче армспорт енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем ирттернĕ. Унта пирĕн çамрăк ентешсем ăнăçлă ăмăртнă. Хăйсен виçисен ушкăнĕсенче малти вырăна К.Васильева, К.Павлова, А.Чернова тухнă. Иккĕмĕш вырăна В.Яковлева тата М.Иванова çĕнсе илнĕ. Пурте вĕсем Чакаç вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ. Хучел хĕрĕн А.Николаеван кăтартăвĕ виççĕмĕш. Яшсем хушшинче Чакаç шкулĕн воспитанникĕ В.Прокопьев пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă.
Кăтартусем тăрăх хĕрсен команди пĕрремĕш, йĕкĕтсен виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем чи лайăххи Патăрьел спортсменĕсен. Пирĕннисем – иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче – Шупашкар районĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.