АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр тăрăх шайба вирхĕнчĕ

28 января 2011 г.

Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕн программипе килĕшÿллĕн Шăхасан ялĕнчи пăр катокĕнче районти шкулсенчи хоккей командисем "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Ăмăрту умĕн çамрăк спортсменсене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова саламланă, ăнăçу суннă.

Пăр çине çичĕ команда тухнă: Сухайкасси, Шăхасан, Вăтакас Татмăш, Вăтакас Кипеч, Янкăлч, Шуркасси тата Энтрияль шкулĕсен. Кĕçĕн ушкăнрисен хĕрÿ ăмăртăвĕ Вăтакас Кипеч шкулĕн "Гранит" команди çĕнтернипе вĕçленнĕ. Иккĕмĕш вырăна Энтрияль хоккеисчĕсем, виççĕмĕшне сухайкассисем йышăннă. Аслă ушкăнра чи ăста выляканни – "Энтрияль". Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем – сухайкассисем тата янкăлчсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика