АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн

28 января 2011 г.

Шăхасанта пурăнакан А.Смирнова районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Алексей Егорович çур ĕмĕр ытла çамрăк ăрăва пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" хисеплĕ ятсем панă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан учитель дипломне тин кăна илме ĕлкĕрнĕ çамрăк фронта тухса кайнă. Вăл Главнокомандовани резервĕн танксене хирĕç кĕрешекен артиллери бригадинче службăра тăнă. Наводчик, тупă командирĕ, артиллери дивизионĕн, полкĕн комсоргĕ, батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Воронеж, Курск, Львов, Белгород хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. А. Смирнов лейтенанта паттăрлăхпа хăюлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă. 1952 çулта каллех çар тумĕ тăхăннă. Хальхинче Инçет Хĕвел тухăçра службăра тăнă. Ун чухне Çурçĕр Корейăра вăрçă пынă. Алексей Егоровича батарея командирĕн çумĕ пулма лартнă. 1953 çулта Корейăра килĕшÿ тусан совет çарĕсене каялла чĕнсе илнĕ.

Нарăсăн 1-мĕшĕнче А.Смирнов 90 çул тултарать. Çак ятпа Мускавран саламлă телеграмма килнĕ. Чăвашран тухнă офицерсен юлташлăхĕн членĕсем – Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕреннисен, Алексей Егоровичăн вĕренекенĕсем пулнисен ушкăнĕ хăйсен ентешне юбилей ячĕпе саламлаççĕ. Вĕсем – В.Михайлов генерал-майор, В. Ильин полковник, А.Трофимов подполковник, В.Андреев подполковник, федерацин хăрушсăрлăх службин лейтенанчĕ К. Ильина. Вĕсен çумне пĕр тăван Юрий, Андрей тата Александр Ильинсем хушăнаççĕ. Юратнă учительне вĕсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н.Бабанов художникăн "Берлина парăнтарни" картинине парнелеме кăмăл тунине пĕлтереççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика