28 января 2011 г.
Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри XXIX "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2011" ăмăртăва хатĕрленме пуçланă. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртĕ. Республикăри кашни хулапа район центрĕнчех массăллă ярăнусем пулĕç. Тĕп старт – "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче.
Çак ăмăртусене паллă спортсменсемпе ветерансем, спорта юратакансем çулсеренех хутшăнаççĕ. Ача садне, шкула çÿрекенсем, аслă ăрури çынсем, професси шайĕнчи йĕл-тĕрçĕсем ятарлă дистанцисенче ăмăртĕç. Сочире 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимпиадăна халалласа VIP-чупу (2014 метр) пулĕ.
Спорт уявĕн çĕнтерÿçисене РФ Спорт, туризм тата çамрăксен политикин министерствин медалĕсемпе дипломĕсем, парнесем кĕтеççĕ. Çавăн пекех чи çамрăк тата чи ватă йĕлтĕрçе ятарлă призпа чыслĕç.
Р.ВОЛЬНАЯ.