28 января 2011 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх, спорт, производство, управлени, общество ĕçĕ-хĕлĕнче тата бизнес проекчĕсем хатĕрлес енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунă çамрăксемпе студентсем кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.
Çак чыса тивĕçнисем йышĕнче пирĕн районтан та пур. Акă вĕсем:
Владислав Васильев, Юлия Иванова, Станислав Васильев, Ирина Иванова, Антон Кудрявцев, Андрей Петров – Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем;
Василий Данилов, Лариса Орынко, Ирина Николаева, Артем Казначеев – Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем;
Анастасия Александрова – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;
Венера Изратова – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулĕн истори вĕрентекенĕ;
Светлана Антонова – Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ;
Алина Иванова – Сухайкасси вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ;
Ольга Николаева – Уçырма вăтам шкулĕн вĕренекенĕ;
Елена Сергеева – Сиккассинчи ветеринари участокĕн заведующийĕ;
Кристина Тихонова – Чакаç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.