АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн пурнăçри идеал

26 января 2011 г.

Пурнăçра кашни çыннăнах хăйĕн идеалĕ пур. Унăн пултарулăхне тата ăсталăхне кура çамрăксем хăйсене çавнашкал тытма, тăхăнма... тăрăшаççĕ. Камшăн идеал вырăнĕнче пĕр-пĕр паллă политик, киноактер е юрăç. Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем ку ыйту çине хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Итлесе пăхар-ха вĕсене.

Валя ФЕДОТОВА:

Пĕрин, сăмахран, пурнăçри идеал Анна Снаткина, теприн – Сергей Лазарев. Манăн пурнăçри идеал вара – хамăн юратнă анне. Вăл ачасене питĕ юратать, ахальтен мар ача садĕнче ĕçлет. Анне пултаруллă ал-ĕç ăсти: кĕпе-йĕм çĕлет, тĕрлĕ япала çыхать. Вăл ĕçчен те тирпейлĕ, ирех апат-çимĕç пĕçерсе тутлă шăршă кăларать, выльăхсене пуçтарать, ĕне сăвать... Çывăх çыннăм çумра чухне пуçа та ырă шухăшсем кăна кĕреççĕ, çут тĕнче те капăрланать. Темле йывăр ыйтăва та татса пама пултарать вăл. Ахальтен мар эпĕ ăна тĕслĕх вырăнне хуратăп, хам та ун пек пулма ĕмĕтленетĕп.

Алевтина КОНЯШКИНА:

Кашни çын идеал тупса хăйĕн пурнăçне унăнни евĕр йĕркелесе пырасшăн. Лайăххи тата ырри патне туртăнакансем тĕслĕх вырăнне пархатарлине суйласа илеççĕ, ĕçкĕçсем вара хăйсем пеккинех тĕпе хураççĕ.

Манăн пурнăçри идеал – Светлана Станиславовна Васильева. Вăл пирĕн шкул директорĕ. Хими тата биологи предмечĕсене ертсе пырать. Унăн урокĕсем çав тери кăсăклă иртеççĕ, çавăнпа та эпир вĕсене хаваспах çÿретпĕр. С.Васильева нихăçан та пуçне усмасть, хăйĕн тĕллевĕ патне туртăнать, пĕр-пĕр ĕçе тытăнсан вĕçне çитерме тăрăшать. Вăл вĕрентекен ачасем олимпиадăсенче час-часах малти вырăнсем йышăнаççĕ. Светлана Станиславовна çав тери маттур. Вăл чăн та кашни çыннăн идеалĕ пулма пултарать. Тен, эпĕ те ун пекех вĕрентекен профессине суйласа илĕп, ертÿçĕ те пулăп. С.Васильева манăн пурнăçри идеал пулнишĕн эпĕ савăнатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика