26 января 2011 г.
Кăçалхи хĕл автотранспорт хуçисене кăна мар, çуран çÿрекенсене те пысăк чăрмав кÿрет. Юр пĕр чарăнми çуса тăнăран çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем автоçулсене тата сукмаксене вăхăтра тасатса ĕлкĕреймеççĕ. Ăçтан ĕлкĕрĕн-ха тата, çил-тăман техника иртсе кайнă хыççăн çул-йĕре çав самантрах тепĕр хут хÿсе каять. Çакăн пек лару-тăру чылай чухне автоинкексем патне те илсе çитерет.
Çулталăк вĕçленчĕ. Иртнĕ çулта районти автоçулсем çинче лару-тăру еплерех пулнă-ха; Вĕсем çинчен пире районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ М.Юнусов каласа кăтартма кăмăл турĕ.
– 2010 çулта 72 автоинкеке шута илнĕ, çакă 2009 çултипе пĕр килет (72). Пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, вилекенсен (2010 – 19 çын, 2009 – 20 çын) тата аманнисен (98 çын, 102 çын) хисепĕ чакнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсене те палăртса хăварам. Чи малти вырăнта – транспорт хăвăртлăхĕ çул-йĕр условийĕсемпе килĕшсе тăманни, васкакансене пула 17 авари пулнă. Çуран çÿрекенсем те çул-йĕр правилисене час-часах пăсаççĕ (12). Телее, иртнĕ çулта ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Ÿсĕр водительсем 7 автоинкек тунине тĕпчесе палăртнă. 16 тĕслĕхре автомашинăсем хирĕç килекен автотранспортăн çулĕ çине тухса кайнă. Дистанцие кирлĕ пек тытса пыманнипе 7 авари пулнă. Аварисене сăнлас пулсан çапăннă, çаврăнса ÿкнĕ тата çынна таптанă тĕслĕхсем ытларах.
– Автоинкексем эрнен хăш кунĕнче тата хăш вырăнта ытларах пулаççĕ;
– Çулсем çинчи инкексем ытларах чухне канмалли кунсенче пулса иртеççĕ. Иртнĕ çулта, эрнери кунсене ятарласа илес пулсан, шăмат кун мала тухнă. Вăхăтпа илсен, 16-20 сехетсенче инкексем час-час пулни паллă. Топографи анализĕ Çĕрпÿ-Ульяновск автоçулăн 32, 33, 37, 38, 40, 45, 56, 60-мĕш километрĕсенчи, çавăн пекех Шăхасан, Вăтапуç, Чакаç, Малти Тукай ялĕсен çывăхĕнчи уйрăм участоксем хăрушă пулнине кăтартса парать.
– Çул-йĕр правилисене пăсакансем чылаййăн пулнă-и;
– Пĕлтĕр çул çÿремелли правилăсене пăснă 9638 (2009 çулта – 9688) факт уçса палăртнă, вăл шутран 226 (227) çынна ÿсĕрле руль умне ларса тухнăшăн, 1043-шне (649) хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмалли правилăна пăснăшăн, 461 (392) çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, 4999 (3943) водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 2742300 тенкĕ штраф хунă, 2146301 тенкĕ шыраса илнĕ.
Çулсем çинчи лару-тăрăва кăна мар, автохуçалăхсен ĕçне асăрхаса тăрасси те пирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 71 автохуçалăх, вĕсенче 6251 единица чухлĕ транспорт хатĕрĕ шутланса тăрать. Çак шутран организацисемпе учрежденисен транспорчĕсем – 296, уйрăм çын тытакан автотранспорт – 5906, мототранспорт 49 единица. Районта шкул ачисене турттаракан ятарлă 16 автобус пур. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Шкул автобусĕсен водителĕсене явап тыттарнă виçĕ тĕслĕх пур. Çавăн пекех пассажирсене турттаракан 407 водителе (виçĕм çул – 325) штраф тÿлеттерме тиврĕ.
Профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах çыннăн хăйĕн кун-çулĕшĕн хăй кăна яваплă пулнине асра тытмалла.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.