26 января 2011 г.
Вут-çулăм пире ăшă тата çутă парать, анчах та çав вăхăтрах нимсĕр те тăратса хăварма пултарать. Пĕр сăмахпа каласан, вăл пирĕншĕн юлташ та, тăшман та.
Тĕнчере çулсерен 7 миллион ытла пушар алхасать, инкекре 50 пин ытла çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Тăкакĕсене вара шутласа кăлараяс та çук. Çитменнине тата пушарсен шучĕ çулсерен ÿссе хушăнсах пырать.
Вут-кăвар чылай чухне ачасен тата ватăсен пурнăçĕсене татать, вĕсем хăйсен вăйсăрлăхне кура çак инкеке хирĕç тăраймаççĕ. Вăй питти çамрăксем вара хăйсен айванлăхне пула çак инкеке лекеççĕ, эрех-сăрапа ашкăнаççĕ, вырăн çинче выртнă çĕртех пирус мăкăрлантараççĕ... 7-8 çул каялла ĕçкĕçсене пула мĕн пур пушарсен 45 проценчĕ çеç алхаснине палăртатчĕ статистика. Хальхи вăхăтра, çынсем улшăнса пынăран-ши, çак кăтарту палăрмаллах ÿсрĕ.
Эрех-сăрапа ашкăнма юратакансем çывăх çыннисен пурнăçĕ тата сывлăхĕ çинчен пăшăрханмаççĕ. Ĕçеççĕ те манăçаççĕ. Анчах та эсир, тăванĕсем, "чирлĕскерсене" тимлĕхсĕр ан хăварăр.
А.СЕРГЕЕВ, пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.