26 января 2011 г.
Асанне пачăшкă çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ службăра тăнă чиркÿрен 20-мĕш çулсенче чухăнсене пулăшма тесе мĕн пур хаклă япалана илсе тухнă пирки час-часах аса илсе каласа кăтартатчĕ. Çак юхăм пирĕн тăрăхра кăна пулнă-ши;
В.КУЗНЕЦОВ.
1922 çулхи çуркунне чăваш халăхĕн çурри ытла пайĕ выçăпа аптăранă, вилекенсем çуралакансенчен ытларах пулнă. Правительство выçă çынсене пулăшма чиркÿн хаклă япалисене илесси çинчен калакан декрет кăларнă. Тихон патриарх ертсе пынă Вырăс православи чиркĕвĕ 1921 çулхи çĕртме уйăхĕнчех выçă халăха пулăшма укçа-тенкĕ пуçтарас енĕпе ĕçлеме тытăннă. Анчах декрет пичетленнĕ хыççăн влаçпа чиркÿ хушшинчен "хура кушак" чупса иртнĕ. Чиркÿ çирĕплетнĕ тăрăх служба хыççăн тĕн япалисенчен хăшĕ-пĕринпе никамăн та усă курма ирĕк çук. Вĕсене туртса илни ĕненĕвĕн принципĕсене хирĕçлет. Влаçрисем çакна ăнланасшăн пулман. Кирек епле ыйтăва та администраци шайĕнче, репресси мелĕсемпе татса пама тăрăшни çĕршывăн хăш-пĕр регионĕнче чылайăшне шар кăтартнă.
Декретпа килĕшÿллĕн Чăваш автономи облаçĕн ĕç тăвакан комитечĕн президиумĕ 1922 çулта чиркÿн хаклă япалисене туртса илме чăваш вулăсĕсенче малтан облаç, кайран вырăнти комиссисем туса хунă. Вĕсен кĕске вăхăтра мĕн пуррине пухса Выçă халăха пулăшакан тĕп комиссин фондне ăсатмалла пулнă.
Архив материалĕсем сапаланчăкран Чăваш Енри чиркÿсенчен япаласен тĕрĕс виçине палăртма хĕн. Хăш-пĕр тĕн çурчĕ питĕ чухăнран вĕсенчен нимĕн те илсе тухайман.