26 января 2011 г.
Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хулапа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 895 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 346-шĕ – районта пурăнакансем. 2010 çулхи даннăйсем тăрăх ĕçсĕррисен йышĕ хулара 319, районта 114 çын сахалланнă. Ĕç тупма пулăшу ыйтма тата консультаци илме иртнĕ çул 9770 çын пынă, вĕсенчен 4826-ĕшне ĕç шыракансен шутне кĕртнĕ, районтан - 2114-ăн.
Районта ĕçсĕр тăрса юлнисен 58,4 проценчĕ хĕрарăмсем, 30 çула çитмен çамрăксем 27 процент, пенсине кайма икĕ çул юлнисем 9,8 процент. 1595 çынна ĕç тупса панă, 132 çынна урăх профессине вĕренме янă: газпа ĕçлекен котельнăй операторне, автомобиль водительне, сутуçă-кассира, атă-пушмак юсакана, автомобиль юсакан слесаре, стройкăра шалти ĕçсене тăвакан мастера, повар-кондитера, ЭВМ операторне, ертÿçĕ секретарьне, персоналпа ĕçлекен менеджера. Бухгалтерсене квалификацине ÿстерме пулăшнă.
Пĕлтĕр вакансисен тата вĕренÿ вырăнĕсен 15 ярмăрккине ирттернĕ. Вĕсене 507 çын хутшăннă. 238 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
А. ВИТАЛЬЕВ.