26 января 2011 г.
Виççĕмĕш чĕрĕк пуçламăшĕнче Канашри 9-мĕш вăтам шкула çирĕм сакăр вĕр çĕнĕ нетбук килсе çитнĕ. Çак хаклă парнене Intel корпораци конкурсра çĕнтернĕшĕн ярса панă. Вырăс чĕлхи учителĕ Надежда Александровна Шутова ăсланă "Алла-аллăн тытăнса" проект çак корпораци ирттерекен конкурсăн çĕнтерÿçисен йышĕнче пулнине 2010 çулхи чÿк уйăхĕнчех пĕлтернĕ. Кăрлач уйăхĕнче вара парне вырăна çитнĕ. Комплектра нетбуксăр пуçне тĕрлĕ программа пур.
Intel корпораци конкурса иккĕмĕш хут ирттернĕ, унта Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче "Кашни ачана пĕр компьютер" программăна пурнăçлас тесе ĕçлекен сакăр çĕр учитель хутшăннă, вĕсенчен вун саккăрăшĕ финала тухнă. Проекта саккăрмĕш класс ачисем тата пĕлÿ паракан учительсем пурнăçланă. Классмейтсене (нетбуксене) геометри, литература, физика, географи, истори, обществознани, вырăс, чăваш тата акăлчан чĕлхисен урокĕсенче усă курма палăртнă. Ку предметсене вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн час-часах ЭОРсемпе усă курнине, компьютер технологийĕсемпе ĕçлекен учительсен пысăк ăсталăхне шута илсе суйланă.
Асăннă конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшасси. Проекта пурнăçланă май шкулти уроксем тата та интереслĕрех, тухăçлăрах пуласса шанать учительсен коллективĕ. Çĕнĕ компьютер класĕ тĕрлĕ мелпе усă курса тĕрлĕ çĕрте, çав шутра Wi-Fi технологийĕпе те, урок ирттерме май парать. Ачасен вĕренсе тарăн пĕлÿ илес туртăмĕ те ÿссе пырать.
Ирина АНДРЕЕВА.