26 января 2011 г.
Ухман ялĕнче районта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне уçнă ятпа савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова уçнă. ДОСААФăн районти организацийĕн председателĕ В.Владимиров уйăхлăх яшсене çара кайма хатĕрленессинче пысăк пулăшу кÿни çинчен каласа панă.
Саламлă сăмахсем хыççăн автомобиле тытса пырас енĕпе ăмăртусем пуçланнă. Çамрăк водительсем авкаланчăк çулпа каяс, транспорта каялла чакарас, бокса кĕрес, пĕчĕк сăрт çине хăпарас, шăпах йĕр тĕлне чарăнас ăсталăха, çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине кăтартнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ. Чи пултарулли Шăхасанта пурăнакан С.Алексеев пулнă. Унăн ентешĕ Б.Владимиров иккĕмĕш вырăн йышăннă, виççĕмĕшне – Кивĕ Шелттемри В.Новиков.
Уйăхлăх уçăлнă ятпа Уçырма вăтам шкулĕнче çамрăк шахматистсен турнирне ирттернĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи В.Федоров ачасене икĕ ушкăна пайланă: кĕçĕннисем тата аслисем. Районти 20 шкултан 100 ача шахмат хăми çинчи кĕрешĕве тухнă.
Аслă ушкăнра Пайкилт вăтам шкулĕн команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Янкăлч тата Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕсен шахматисчĕсем йышăннă. Кĕçĕн ушкăнра Çĕнĕ Чалкасси шкулĕн команди мала тухнă. Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăрăмпуç ачисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш пул-нă.
В.АЧЧА.