АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аэропортра взрыв кĕрленĕ

26 января 2011 г.

МУСКАВ, январĕн 24-мĕшĕ – РИА Новости. Тунти кун Мускаври Домодедово аэропортĕнче пысăк теракт пулнă. Малтанласа пĕлтернĕ тăрăх, 35 çын вилнĕ, 150 яхăн аманнă. Çĕршыва ертсе пыракансем транспортăн пысăк узелĕсенче пуринче те хăрушсăрлăха вăйлатас енĕпе мерăсем йышăнма, инкек тÿснисене пулăшма хушнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Швейцарине Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне каяссине каяраха хăварнă.

Взрыв аэропортăн пĕтĕм тĕнчери терминалĕнче 16 сехет те 40 минут çитеспе кĕрленĕ. Право йĕркине сыхлакан органсем пĕлтернĕ тăрăх, хăйне хăй вĕлерме шутланă çын самолетпа вĕçсе килекенсене кĕтсе илме килнĕ халăх хушшинче пулнă. Тимĕр татăккисем тултарнă бомбăн хăвачĕ тротил эквиваленчĕн виçипе 5 килограма яхăн шутланнă.

Аманнисене Мускаври больницăсене леçнĕ. Инкек тÿснисем хушшинче ют çĕршыв гражданĕсем те пур. Икĕ британец вилнĕ, французпа итальянец аманнă. Вилнĕ террористăн ÿчĕн пайĕсене тупнă. Вăл пĕр 30 çулсенче пулнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика