26 января 2011 г.
Чакаç тăрăхĕнчи "Канаш" хуçалăх та самана кăларса тăратнă пăтăрмахсене пула пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕччĕ. 2009 çулта çĕнĕрен вăй илсе ура çине тăма пуçларĕ. Халĕ кунта каллех, малтанхи вăхăтри пек, витесем ĕне, сысна выльăхсемпе тулса пыраççĕ. Вырăнти ертÿçĕсене "Канашăн" ырă ятне тавăрма пулăшас тĕллевлĕ çынсем – Азербайджанран. "Канаш" хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Махмуд Гулиев вунă ачаллă çемьере ялта çитĕннĕ, çавăнпа та ял хуçалăх ĕçне лайăх пĕлет. Педагог тата инженер строитель профессийĕсене алла илнĕрен уншăн çынпа пĕр чĕлхе тупма та, ку чухнехи самана ыйтнине тивĕçтерекен проектсем хатĕрлеме те чăрмавсем çук.
2008 çулта М.Гулиев хăйĕн юлташĕпе А.Гусейновпа "Канаш" хуçалăха килсе çитнĕ, ООО туса хунă. 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче "Канаш" ООО ĕçе пуçăннă. Чи малтанах хуçалăхри лейкозпа чирлĕ ĕнесен йышне пĕтернĕ. Вĕсен шучĕ сахалах пулман. Ĕне витисене юсаса йĕркене кĕртнĕ. 2009 çулхи кĕркунне Чăваш тата Мари Республикисенчи ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен хуçалăхсенчен 34 пуç, 2010 çул пуçламăшĕнче 123 пуç пушмак пăру туяннă. 2011 çулхи январь уйăхĕ тĕлне сăвакан ĕнесен йышĕ 135 пуçпа танлашнă.
– Ĕнерхи кун пĕтĕмпе 1850 литр сĕт сурăмăр, 1600 яхăн литрне патшалăха сутрăмăр. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле сăвакан ĕнесен кĕтĕвĕ 200 пуçпа танлашасса кĕтетпĕр, – кăмăллăн калаçать Махмуд Мадатович. – Патшалăх ертÿçисем ял хуçалăхĕ çине çаврăнса пăхма пуçлани савăнтарать. Сĕт хакĕ кăçал палăрмаллах хăпарчĕ, 1 литрне 17 тенкĕпе сутатпăр. Малашне те çакăн пекех пулсан йывăр лару-тăруран тухма пултараятпăр.
Хуçалăхăн сĕт-çу ферми калама çук пысăк. Комплексăн 70 процентне хута янă, 200 ĕне тăмалăх витене юсаса йĕркене кĕртнĕ, урайне, электропроводкăна улăштарнă, сĕт сумалли, шыв ĕçтермелли çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, маччапа стенасене шуратмалли çеç юлнă. Çанталăк ăшăтсан унта ĕнесене куçарма палăртаççĕ. Унсăр пуçне тата 300 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите хăпартасшăн. Паян ку тĕлĕшпе подрядчиксемпе килĕшÿ тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Сыснасем ĕрчетесси те айккинче тăрса юлмасть "Канаш" ОООра. Хуçалăх ĕçе пуçăнсан 100 пуç ăратлă сысна ами, 6 пуç сысна аçи туяннă. Сыснасен шучĕ паян 700 ытла пуçа çитнĕ. Ку йыша тата ÿстересшĕн.
Сĕт-çу комплексĕнче сĕт линине туса çитернĕ, ăна хута яма 1 миллион та 850 пин тенкĕ тăкакланă. Уйрăм цехра сĕте сивĕтмелли 1800 тата 4000 литрлă агрегатсем вырнаçтарнă.
– Ĕнесен шучĕ хамăр палăртнă шая çитсен сĕт сутнипе кăна çырлахса ларни çителĕксĕр. Сĕт-турăх продукцине хамăр патрах хатĕрлесе сутсан чылай аванрах пулассăн туйăнать. Тăпăрчă, хăйма, сĕт. Ку ĕçе пурнăçа кĕртмелли проект хатĕр, – тет М.Гулиев.
Хуçалăхăн машинăпа трактор паркне те пĕтĕмпех çĕнетес ĕмĕтлĕ кунти ертÿçĕсем. Хальхи вăхăтра çĕнĕ комбайн, трактор, КамАЗ, сеялка, пресс пур. "Канаш" ОООн харпăрлăхра 530 гектар çĕр. Иртнĕ кĕркунне тата 1100 га çинче çĕр хатĕрлесе хăварнă. Пĕр пай çĕршĕн çынсене малтанхи çул 200 кг тырă панă. Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула хуçалăх тухăç илеймен. "Кăçал йĕркеллĕ пулсан парăмсене татса пĕтеретпĕрех", – тет М.Гулиев. "Канашра" 72 çын вăй хурать. Уйăхри вăтам ĕç укçи 7500 тенкĕ. Ăна вăхăтра параççĕ. Ытти çĕрти пекех специалистсем çитмеççĕ: зоотехник, ветеринар...
Ку калаçу "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ял хуçалăх ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăнса ĕçлекен предприятисен специалисчĕсемпе ирттернĕ семинар-канашлура йĕркеленчĕ. Обществăн сĕт-çу комплексĕнче пулса курнă хыççăн Чакаçри культура çуртĕнче семинар малалла тăсăлчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов йĕркелесе пычĕ. Малтанах "Канаш" ОООн генеральнăй директорĕ Махмуд Гулиев хуçалăха мĕнле майпа çĕнĕрен çĕклени çинчен каласа кăтартрĕ, çÿлерех илсе кăтартнă фактсем çинче чарăнса тăчĕ.
Районăн тĕп зоотехникĕ Сергей Васильев выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2010 çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Вăл каланă тăрăх, сĕт, аш-какай туса илесси пĕлтĕр кăштах ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне упраса хăвармалли çинчен тăтăш калаççĕ. "Пинер", "Урюм", "Родина" хуçалăхсенче выльăхсен шучĕ чакнă. Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 3509 кг сĕт сунă. Чи лайăх кăтарту "Канашпа" (4709 кг) Киров ячĕллĕ (4059 кг) хуçалăхсенче. Выльăх апачĕ сутакан хуçалăхсем пур: "Хучелпе" "Агатра" сенаж, "Цивильте" улăм, "Канаш" АСКра фуражлăх тырă туянма пулать.
"Районта çур аки ирттерме 18000 т вăрлăх кирлĕ пулсан паянхи куна 2400 т тĕрĕсленĕ. Мĕнпур вăрлăхăн 49 проценчĕ кăна кондицие ларать", – тет вăрлăхсемпе ĕçлекен инспекцин специалисчĕ Галина Семенова.
Канашлура ял хуçалăх техникине çур аки валли хатĕрлеме пуçăнмалли, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене медосмотр кăларасси тивĕçлĕ шайра пулманни, çуллахи вăхăтра шăвармалли агрегатсемпе усă курма заявкăсем тăратмалли тата ытти тĕрлĕ çивĕч ыйтăва хускатрĕç тухса калаçакансем. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов çак ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрмаллине, вĕсене вăраха ямасăр татса памаллине хытарсах каларĕ.
"Канаш" ОООра пулса курни чылайăшне усса пырассăн туйăнать. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕри, тен, чакаçсен опытне шута илĕ. Кунта йывăр пулсан та малаллах талпăнаççĕ-çке, ал-ура çавăрса ярса мĕнле те пулин ĕçлесчĕ теççĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.