21 января 2011 г.
Огурцов тахçантанпах пĕлекен Петренко (хушамачĕсене улăштарнă) патне хăнана пырсан ун пуçĕнче чăрсăр шухăш çуралнă. Тусĕпе картлашка площадкине тухнă. Кĕсйинчен темле япала кăларса Зубов (хушаматне урăхлатнă) пурăнакан хваттер алăкне уçнă. Петренкона хăйне пулăшма ыйтнă, лешĕ килĕшмен. Огурцов хваттере кĕрсе 2400 тенкĕ тăракан унитаза тата унăн декоративлă хуплашкине, 600 тенкĕ тăраканскере, йăтса тухнă.
Вăлах Петренкон тепĕр кÿршине, Евлампиевăна (хушамачĕ хăйĕн мар), шар кăтартнă. Çакскер унăн хваттерне уççа юраттарса лекнĕ. Каялла 400 тенкĕ тăракан икĕ счетчик, шывпа усă курнине шутлаканскерсене, хĕстерсе тухнă. Кунпа та çырлахман Огурцов: Евлампиева килĕнчен унитаз илсе кайнă.
Огурцовăн путсĕр ĕçĕсемшĕн суд умĕнче явап тытма тивнĕ. Ăна 3 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колонине яма приговор йышăннă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.