21 января 2011 г.
Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче Ежов тытса пыракан автомобиль Денисовăн машини çине кĕрсе кайнă. Аварире С.Гавриловпа Т.Гаврилова пассажирсем хытах аманнă. С.Гаврилов сурансене пула нумай вăхăт асапланнă: ыратнипе йĕркеллĕ çывăрайман, çывăрса кайсан та час-часах чăтма çук ыратнипе вăранса кайнă, килти ĕçсене аран-аран тукаланă. Инкеке лекиччен вăл хăйне питĕ лайăх туйнă, укçа ĕçлесе илме тĕрлĕ çĕре кайкаласа килнĕ. Т.Гаврилова та сурансене пула канăç мĕнне манса кайнă, килте аран-аран кăштăртатса çÿрекеленĕ, вăй çитменнипе айккинчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Сывлăх тата мораль енчен сиен кÿнĕшĕн Гавриловсем Ежовран укçа шыраса суда тавăç тăратнă. Юрист пулăшăвĕсемшĕн те унранах шыраса илме ыйтнă.
Суд Гавриловсен тавăçне тивĕçтернĕ.
Асăрхаттарни: хушаматсене улăштарнă.