21 января 2011 г.
Çÿлти хутран аялти хваттере шыв аннă. Сăлтавĕ – ăшă памалли системăн хурçă регистрĕ шăтни. Шыв юхса аннипе кухньăри, çывăрмалли пÿлĕмри, алăк кукринчи урайне сарнă линолиум айĕнчи кĕççе йĕпеннĕ, ăна улăштармалла, шпалерсем хăмпăланнă, кухня гарнитурин форми улшăннă, мачча çинче сарăхнă вырăнсем сиксе тухнă. Явап тытакан хăйĕн ирĕкĕпе сиене саплаштарма килĕшмен, суда пама тивнĕ. Тавăç тăратакан çавăн пекех суд тăкакĕсене те шыраса илме ыйтнă.
Хваттере шыв антарнă Алексеева (хушаматне улăштарнă) тавăç тăратнипе килĕшменни çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, регистра пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх çыннисем унăн заявкипе улăштарнă. Вăл пăрăхне çеç туяннă, çурт-йĕр управленийĕн электросварщикĕсем пăрăхсене хăйсемех шăратса çыпăçтарнă, ăшă паракан системăна пухса вырнаçтарнă. Çавăнпа та Алексеева шучĕпе сиене пĕтернипе тăкакланакан укçана пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхран шыраса илмелле.
Шыв аннипе сиенленнĕшĕн хваттер (пурлăх) хуçин явап тытмалла. Çакна тĕпе хунă та ĕнтĕ суд. Айăпли кунта Алексеева, хăй пурăнакан хваттере хăйĕнех пăхса тăмалла. Регистрне вăл ыйтнипе улăштарнă-çке-ха. Суд тавăçа пурнăçламалла тесе йышăну кăларнă.