АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнман пăр çине лартса янă

21 января 2011 г.

Икĕ çул каялла нарăс уйăхĕн пĕр кунĕнче Астахова (хушаматне улăштарнă) тахçантанпах паллакан Козловăна (унăн та хушамачĕ урăхла) малтанах килĕшсе татăлнă тăрăх кивçен илнĕ укçана проценчĕпе тавăрса панă. Тем вăхăтран вăл каллех унран кивçен илнĕ. Çав укçа хăй лайăх пĕлекен, фонд рынокĕнче ĕçлекен, унтан пысăк услам илсе тăракан арçынна кирлĕ тесе пĕлтернĕ вăл. Каялла процентпа тавăрса пама шантарнă, килĕшÿ тунă. Анчах та вăл хăйĕн сăмахне тытман, ултав меслечĕпе тата пĕлĕшĕ шаннипе усă курса пĕтĕм укçана кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ.

Килĕшнĕ курăнать Астаховăна ансат майпа укçа тупасси. Унăн серепине тата вун пилĕк çын лекнĕ.

Судра вăл хăйне тăратнă айăплавпа килĕшмен. Ун пуçĕнче улталас шухăш пачах пулманни çинчен пĕлтернĕ. Кашнинех кивçен илнĕ укçана килĕшÿри условисене пăхăнса тавăрса парап тесе шантарма хăтланнă. Астаховăна çичĕ çула ирĕкрен хăтарнă. Çак вăхăта ултавçă пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ. Кунсăр пуçне унăн Немова, Петрова, Михайлова тата Орехова (хушамачĕсене улăштарнă) тăратнă гражданла тавăçсене пурнăçлама тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика