21 января 2011 г.
Хулапа район прокуратури Чăваш Республикин Канаш хулипе тата Канашпа Тăвай районĕсемпе ĕçлекен пайĕ граждансене çар службине чĕнсе илес енĕпе саккуна мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕпе 1992 çулта К.-н çара кайма вăхăт çитнĕ.
2010 çулхи ноябрь уйăхĕнче тухнă медицина тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх унăн сывлăхне çара юрăхлă тесе хакланă. Призыв комиссийĕн йышăнăвĕпе К.-н çар службине кайма ят тухнă, командăна та палăртнă. Вăл çар комиссийĕнче алă пусса повестка илнĕ. Анчах та çамрăк палăртнă кун çар комиссариатне килмен, нимĕнле документ та тăратман.
К. гражданина çар службинчен хăтарма ирĕк паракан нимĕнле саккунлă сăлтав та çук. Çара каяссинчен парăннăшăн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма следстви комитечĕн Канашри уйрăмне материалсем ярса панă.
Я.СЕРГЕЕВ, хулапа район прокурорĕ.