АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуясси пулайман

21 января 2011 г.

Икĕ юлташ, 30-32 çулсенчи арçынсем, укçа-тенкĕсĕр пурăнса йăлт аптраса çитнĕ. Ара, ниçта та ĕçлемеççĕ те-ха. Ĕçлемесен ăçтан укçа пултăр. Çиес килет, ĕçес те. Ирĕксĕрех каçхи ухатана тухма тивнĕ. Çу уйăхĕнчи ăшă та тÿлек каçа çывăрса "сая яман" вĕсем. Майăн 25-мĕшĕнче çур çĕр иртни 1 сехетсенче Федяпа Коля "Ока" çăмăл машинăна чĕртсе Шаккăл еннелле çул тытнă. Ку тăрăхри пĕвере пулă лайăх кĕнине пĕлнĕ вĕсем. Анчах çул çинче Çăлпуç ялĕ çывăхĕнчи "Солнечный" коллективлă сад çумĕпе иртнĕ чухне хуçасăр çĕр лаптăкĕсене асăрханă. Вĕсене тимĕр юпасем лартса, карта тытса çавăрнă, халĕ вара çĕрпе никам та усă курмасть. Тимĕр тенине вăррăн куçĕ таçтанах асăрхать мар-и; Икĕ тус штамповка юпасене тăпăлтарса кăларса хыçалти ларкăчсемсĕр "Ока" машина çине тиенĕ. Пĕтĕмпе 2-3 метрлă 14 тимĕр юпа кăларнă. Пулă тытас шухăш пĕр самантрах сĕвĕрĕлнĕ.

Тупăшăн пĕр пайне арçынсем Канаш вăрман хуçалăхĕ çывăхне вăрмана пушатнă. Тепĕр кунне туссем груз турттаракан такси чĕнсе илнĕ те çĕр каçа вăрласа хатĕрленĕ тимĕре тиесе Канаша килнĕ. Ăна тимĕр-тăмăр йышăнакан "Металлком" пункта леçсе панă, 1900 тенкĕ тупăш илнĕ. Хăйсене пулăшу кÿнĕ таксиста 300 тенкĕ тÿленĕ. Анчах та нумай савăнайман юлташсем. Садра час-часах пулакан арçын участок тавра тытса çавăрнă картан юписем "ураланнине" асăрханă та милицие евитленĕ. Айăплисем çийĕнчех тупăннă. Вĕсен хăйсен айăпне пĕтĕмпех йышăнма тивнĕ. Иккĕшне те условно йĕркепе айăпласа икĕ çуллăха ирĕк правинчен хăтарнă.

Т.НАРБУТАЕВА, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика