АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миллион ача - çÿп-çап шăтăкĕнче

21 января 2011 г.

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çемьене тĕреклетес, ача çуратассине ÿстерес майсене çирĕплетме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртрĕ. Чылайăшĕ çакна пысăк пулăшу вырăнне хурса йышăнчĕ. Мĕнле сăлтавсем чăрмав кÿреççĕ-ха пирĕн обществăна; Чи малтанах аборт пирки сăмах хускатмалла пулĕ. Раççейра кашни 18 çеккунтра пĕрер хĕрарăм хырăм пăрахать.

Аборт тăвасси, паллах, харпăр хăйĕн ĕçĕ. Анчах та çакна цифрăсемпе кăтартсан пирĕн ума хăрушă ÿкерчĕк тухса тăрать. РФ сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2009 çулта 1 миллион та 162 аборт тунă. Урăхла каласан, çуралнă кашни ача пуçне – 66,7 аборт! Ун пек пулмасан ача çураласси 1,5 хут ытла ÿсмелле. Хăш-пĕр мăшăр вара аллине пепке тытас тесе сахал мар тăкакланать. Çакнашкал çемьесем валли патшалăх çĕнĕрен те çĕнĕ перинаталь центрĕсем тăвать, хавшак пепкесене çăлассишĕн тухтăрсем те пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах варта тĕвĕленнĕ 1 миллион ытла чуна çулсерен çÿп-çап шăтăкне вăркăтаççĕ.

Хĕрарăм ăшĕнчен вăтăрса кăларнă "пиçсе çитмен" пепке ÿтне тухтăрсем "аборт материалĕ" теççĕ. Çĕршывра аборт материалĕпе пуякан çынсем пуррине пурте пĕлмеççĕ-тĕр. Кунта çав тери пысăк укçа "çаврăнать" (ÿт-пĕве çамрăклатмалли, сиплемелли кремсем). Аборт материалĕсенчен тунă пуянлăх – чухăн çын валли мар.

Асăрханулăха, пĕлменлĕхе пула çеç мар, ашшĕ-амăшĕ, патшалăх çак культура хутшăнăвĕсене вĕ-рентменрен те çамрăк хĕрсен кĕтмен çĕртен çие юлать. Тата пĕр ачана та тăрантарма, вĕрентме пултарайман чухăн çемье мĕн чухлĕ пирĕн;!

Кашни çулах кун çути куракан миллион ача кирлĕ-и çĕршыва; Çак ыйтăва обществăпа патшалăхăн çирĕп хурав памалла. Енчен те ача кирлĕ пулсан аборт тăвассине (медицина тата социаллă кăтартусене шута илмесĕр) пăрахăçламалла. Çак тĕлĕшпе обществăра дискусси йĕркелемелле. Ăна православи чиркĕвĕ е ытти конфесси пуçарма пултарать. Тĕнче тата çĕршыв опычĕ кăтартнă пек çак тĕслĕхпе тимлĕ ĕçлесен çивĕч ыйту татăлатех. Калăпăр, енчен те хĕрарăм хăй валли ача çуратас темесен, ытти çынна савăнтартăр. Хăшĕ-пĕри пепке сассине илтес тесе темиçе çул искусствăлла майпа çие хăварма тăрăшать. Теприне вара çак пуянлăха çут çанталăк хăех парать. Анчах та ăна тĕп тăваççĕ. Çав вăхăтрах ачасăр мăшăрсене пулăшас тĕллевпе патшалăх темиçе миллион тăкаклать.

Демографи нушин сăлтавĕ – чунсăрлăх. Çуралайман кашни миллион ача вун-вун миллион халăх йышне чакарать. Енчен те пирĕн ют çĕршывран куçса килнĕ халăх хушшинче пурăнас килмесен, çак ыйтăва халех татса памалла. Ахальтен мар Наполеон çапла каланă: "Кам хăйĕн çарне тăрантарас темест, çавăн ют çара тăрантарма тивĕ". Раççейра вара малашне хамăршăн пачах та ют халăха тăрантарса усрама вăхăт çитĕ.

"ХС", 97-мĕш ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика