21 января 2011 г.
"Цивиль" хуçалăх хăй çинчен тепĕр хут сас пама 2003 çулта пуçларĕ. Пайкилтпе Тăрăн енчи халăх хуçалăх тилхепине тытса пыма Вениамин Ефимова шансан. Отчетпа суйлав пухăвĕ еплерех шавлă иртнине те астăватăп-ха. Колхоз членĕсем çамрăк та пултаруллă ентешне йывăр лав шанса пачĕç ун чухне. Анчах та Вениамин Михайлович аптраса ÿкмерĕ, кĕске вăхăтра халăх шанăçне чăннипех тÿрре кăларчĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и;
Ку ыйтăвăн хуравĕ "Цивиль" хуçалăха кайса курсан уçăмланать. Паянхи кун машинăпа трактор паркĕн хапхисене сăрласа капăрлатнă, пластик чÿречесем лартнă, территорие тавраллах тирпей-хăтлăх кĕртнĕ хуçалăхсем районта иккĕ-виççĕрен ытла та мар-тăр.
Çак кунсенче районти массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсен йышĕпе эпĕ те "Цивиль" хуçалăхăн ĕне ферминче пулса куртăм. Савăнтăм та тĕлĕнтĕм. Хăй вăхăтĕнче хуçасăрлăха пула юхăннă капмар витене юсаса хута яма мĕн чухлĕ вăй, укçа-тенкĕ, тÿсĕмлĕх кирлĕ. Ĕнесене апат хурса памалли сырăшсем, сĕт сумалли система, вите урайĕ пĕтĕмпех çĕнĕ. Выльăхсем пĕр самант та шывсăр тăмаççĕ, вăл пăрăх тăрăх ĕне çăварĕ умнех килет.
Малтанах пăрусем пурăнакан витене кĕтĕмĕр. Ай турух! Йĕри-тавра тап-таса та шап-шурă. Пăрусем сап-сарă улăм ăшĕнче кăмăллăн мăшлатса выртаççĕ. (Вулакан: "Мĕн ытлашши мухтаса пĕтернĕ-ши ĕнтĕ, е халиччен фермăра пулса курман-и ку;" – тейĕ. Пулса курнă, ытти районсенчи малта пыракан хуçалăхсенче те, "Акконд" агрофирмăн ĕне выльăх ĕрчетекен комплексĕнче те. Çавах та хамăр тăрăхри чуна çывăхрах). Унтан ĕнесем тăракан витене кайрăмăр. Кунта капмар кÿлепеллĕ, халиччен кун пысăкăшшисене тĕл пулман, ĕнесем сĕтеклĕ апат чăмлаççĕ. Ăна кашнин умнех çителĕклĕ хурса панă. Сăмах май, пăруласан ĕне 23 литр таран сĕт антармалла.
– Çĕнĕ çул умĕн Мари Эл Республикинчен 47 пуç ăратлă пушмак пăру кÿрсе килтĕмĕр. Хакĕ самай курăмлă. Халăхран 10 пуçа яхăн туянтăмăр. Унсăр пуçне 38 пуç вăкăр илтĕмĕр. Фермăна майĕпен ĕне выльăхпа тултарса пырасшăн. Сĕт хакĕ паян пĕчĕк мар. Çак чĕр тавара сутса лайăх тупăш илме пулать. Çавăнпа та мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерсе пырасси паян кăна çуралнă шухăш мар пирĕн, ку ыйтăва плана тахçанах кĕртнĕ эпир, – кăмăллăн калаçать "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов. – Ял хуçалăхне пĕр енлĕн кăна аталантарни çителĕксĕр хальхи вăхăтра. Нумай енлĕ ĕçлемелле: тыр-пул çитĕнтермелле, пахча çимĕç туса илмелле, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелле... Страхланмалла: кăçал пĕри тухăç памарĕ пулсан, тепринчен тупăш илме пулатех.
Ăратлă пушмак пăрусене кредитпа туянтăмăр. Сĕт сумалли, сивĕтмелли системăсене 1,5 миллион тенкĕлĕх илтĕмĕр. Кунсăр пуçне хуçалăхăн укçипе 1,5-2 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем турăмăр. Укçа-тенкĕ пĕчĕккĕн тупса пырса палăртнă ĕçсене пурнăçлама тăрăшрăмăр.
– Вениамин Михайлович, 2010 çулта сирĕн хуçалăха Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев та килсе курнăччĕ. Ун чухне эсир хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕллевлĕн аталантарма сăмах патăр.
– Ăна шантарнă сăмаха тытас тени çеç мар ку. Хамăр тăрăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне чĕртсе тăратасси ĕмĕтре тахçанах пулнă. Малашнехи плансем, чăн та, пысăк, анчах вĕсене уçса пама васкамастăп, куç ÿкесрен шикленетĕп.
– Пĕлтĕрхи типĕ те шăрăх çулла выльăх апачĕ хатĕрлеме çăмăл пулманни куç кĕрет. Эсир вара ку енĕпе аптрамастăр курăнать...
– "Цивиль" ОООн пушă выртакан пĕр лаптăк çĕр те çук. Усă куракан мĕн пур лаптăкăн 1500 гектарĕ çинче тыр-пул туса илетпĕр. Ытти çинче пахча çимĕç, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнеççĕ. Пирĕн 150 тоннăран кая мар улăм выртать. Кама выльăх апачĕ кирлĕ, тархасшăн, килсе илме пултараççĕ, сутмалăх пур. Хамăра валли çителĕклĕ янтăланă. Пĕр ĕне пуçне 30 центнер апат единици тивет. Фураж, тырă енчен те йывăрлăхсем çук.
– Вениамин Михайлович, паян пур сферăра та çĕнĕлле ĕçлеме хушаç-çĕ. Фермăра ку çĕнĕлĕх мĕнре курăнать;
– Молокопровод, ĕне сумалли, сĕте сивĕтмелли агрегатсем пĕтĕмпех çĕнĕ. Çитменнине вĕсем, ĕлĕкхи агрегатсемпе танлаштарсан, энергие чылай перекетлеме пулăшаççĕ. Ĕнесене сумалли оборудовани 100 проценчĕпех хатĕр. Паян ĕне пăруларĕ тĕк паянах сăвăма тăратма пултаратпăр. Йывăр ĕçсене механизациленĕ.
– Республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвăн ячĕ девиз евĕр янăрать. Çамрăксене шанмалла! Ĕç вырăнĕсем пур сирĕн, хамăр курса ĕнентĕмĕр, ĕçлекенсем вара çи-телĕклĕ-и;
– Хуçалăхра ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар пирĕн. Механизаторсем хушшинче маттур çамрăксем пур. Пĕчĕк йышпа пысăк ĕçсем тăватпăр пулин те, кадрсен ыйтăвĕ самай шутлаттарать. Специалистсем çав-çавах çитмеççĕ. Паян пире зоотехник питĕ кирлĕ. Ĕçлес ĕмĕт-тĕллевлĕ çын пулсан шалу, пурăнмалли вырăн енчен кÿрентермĕпĕр. Тăрăшуллă, пуçаруллă çамрăксене хисеплетпĕр эпир. Ĕç укçине уйăхсерен вăхăтра тÿлетпĕр. Ку енĕпе йывăрлăх çук, – терĕ "Цивиль" ООО ертÿçи калаçăва вĕçлесе.
Ĕçлекен çыншăн йывăрлăх тупăнса тăрать, анчах вăл ăна çĕнтерсе малалла талпăнать. Пайкилтсен те пурнăç пыл та çу мар паллах. Тăрăшуллă ĕçченсен лайăх енĕсене ытларах кăтартса парас килчĕ. Йывăрлăхсене вара хамăрах курса-туйса тăратпăр. Япăххи çинчен калаçни кăмăла пусарать. Пысăк хавхаланупа таврăнтăм Пайкилт тăрăхĕнчен. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ малашне те ăнăçлă йĕркеленсе пытăр.
Ирина ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.